06 июля 2016 г.
Чăваш Енре пурăнакансене 200 тата 2000 тенкĕлĕх купюрăсем валли символ суйлама сасăлава хутшăнма йыхравлаççĕ 2017 çулта Раççейĕн Тĕп банкĕ 200 тата 2000 тенкĕлĕх çĕнĕ банкнотăсене çаврăнăша кăларать. Вĕсем çинче мĕн сăнламаллине палăртма Раççей Федерацийĕн гражданĕсене ирĕк параççĕ. Ку тĕллевпе кăçалхи июлĕн 28-мĕшĕнчен Твоя-Россия.РФ сайтра сасăлав иртет. Раççей гражданĕсем сăнỹкерчĕксем валли хăйсен символĕсене сĕнме е пур-рисемшĕн сасăлама пултараççĕ. Хуласемпе территорисен тата вĕсемпе килĕшсе тăракан символсен суйлавĕ виçĕ тапхăрпа иртет. Сасăлавăн пĕрремĕш тапхăрĕ июнĕн 28-мĕшĕнчен тытăнса июлĕн 28-мĕшĕччен пырĕ, çак вăхăтра Раççей гражданĕсем çĕнĕ банкнотăсем валли хăйсен символне сĕнме пултараççĕ. Иккĕмĕш тапхăр августăн 5-30-мĕшĕсенче пулĕ _ Халăх шухăшĕн фончĕ пĕтĕм Раççейри ыйтăм ирттерет, унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе халăхра чи паллă вунă хула е территори тата вĕсемпе çыхăннă 20 символ палăртĕç. Юлашкине, виççĕмĕш тапхăра, сентябрь уйăхĕнче ирттересшĕн. Ун вăхăтĕнче халăхра чи паллă вунă хуларан икĕ çĕнтерỹçĕне тата вĕсемпе килĕшсе тăракан тăватă (кашни хулан е территорин икшер) символ суйлĕç. Суйланнă символсем çĕнĕ банкнотăсем çинче сăнланĕç. Сасăлава кăçал октябрĕн 7-мĕшĕнче "Россия 1" телеканал эфирĕнче пĕтĕмлетĕç. Палăрт-малла, конкурсра Шупашкар хули те çĕнтерỹçĕсен йышне кĕме ăнтăлать. Чăваш Республикинче пурăнакансем çỹлерех асăннă сайтра çак символсем валли заявка тăратнă: Андриян Гри-горьевич Николаев палăкĕ, Ва-силий Иванович Чапаев палăкĕ, Амăшĕн монуменчĕ тата ыттисем те. Чăваш Енре пурăнакансене пурне те республикăмăрăн символĕсене çĕнĕ купюрăсем çинче вырнаçтарма суйламашкăн сасăлава хастар хутшăнма йыхравлаççĕ. Хĕрлĕчутайсем те ку сасăлавран аякра юлмасса шансах тăратпăр.