АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Зоя Семенова - чи йывăр сумкăллă почтальон

08 июля 2016 г.

Çапла. Чăннипех Хусанушкăнь почта уйрăмĕн почтальонĕн Зоя Николаевна Семенован сумки районти ытти почтальонсемпе танлаштарсан чи йывăрри. Çакна "Пирĕн пурнăç" хаçата ыттисенчен ытларах халăх хушшинче сарни те çирĕплетет. Зоя Семенова паянхи кун Хусанушкăнь тата Сĕнтĕкçырми ялĕсенчи 123 кил-çурта районта тухса тăракан "Пирĕн пурнăç" хаçатпа эрнере икĕ хутчен тивĕçтерет. Зоя Николаевна хăйне шанса панă ĕçе яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать, ĕç кăтартăвне тăтăшах ỹстерсе пыма тăрăшать. Паянхи кун вăл тивĕçлĕ канура пулин те алă усса ларма кăмăлламасть. Ĕçчен те тĕрĕслĕхшĕн çунакан хĕрарăм куллен халăх патне васкать.

Ĕнер, июлĕн 7-мĕшĕнче, районти почта ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Савăнăçлă мероприятире почта çыхăнăвне аталантарас ĕçе тỹпе хывнăшăн "Раççей почти" ФПУП-ăн Хисеп грамотисемпе ĕçре тĕслĕх кăтартнăшăн 15 пин тенкĕ премисене Утаркасси почта уйрăмĕн начальникĕ Вера Николаевна Федорова тата Хĕрлĕ Чутай почта уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Нина Николаевна Товина тивĕçрĕç. Хусанушкăнь почта уйрăмĕн начальникĕ Алина Васильевна Афондеркина республика шайĕнчи грамотăпа пĕрле 9 пин тенкĕ преми илчĕ. Нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата профсоюз ĕçĕ-хĕлĕнче активлă пулнăшăн республикăри профсоюз комитечĕн Хисеп грамотине Хĕрлĕ Чутай почта уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Нина Николаевна Товина тивĕçрĕ. Хаçат-журнал çырăнтарнăшăн тата тупăш пайне ỹстернĕшĕн Хĕрлĕ Чутайпа Хусанушкăнь почта уйрăмĕсен коллективĕсене Тав çырăвĕсемпе чысларĕç

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика