АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем пирĕншĕн - çĕнтерỹçĕсем, чи лайăххисем

08 июля 2016 г.

Çапла калаççĕ Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи салтак çулне çитмен çамрăксем пирки вĕсен çывăх çыннисем, вĕрентекенсем, юлташĕсем. Эпир пурте çапла калатпăр...

...Кăнтăр хĕвелĕ хĕртсе пăхнăран сулхăнра та 36 градус шăрăх. Е тата çав хушăрах аслатиллĕ çумăр çăвать. Çакăн пек çанталăкра ăмăртнă Краснодарта çĕршыври тĕрлĕ регионтан килсе çитнĕ 54 команда. Вĕсем хушшинче - Спартакиадăна тăтăшах хутшăнакан хĕрлĕчутайсем. Пĕр шкулти икĕ класран пухнă команда салтак çулне çитменнисем хушшинче хăй чи лайăххи пулнине кăтартса парассишĕн чунтанах тăрăшнă. Пĕлтĕр тата виçĕмçул вĕсем тăваттăмĕш вырăна тухрĕç. 2013 çулта вĕсен аслăрах юлташĕсем Нижнекамск хулинче виççĕмĕш вырăна тухма пултарнăччĕ. Апла пулсан, кăçал вĕсен хăйсен кăтартăвĕсене чылай лайăхлатмалла пулнă.

Çак тĕллевпе тупăшнă та 16-17 çулхи вунă каччă - Стас Михопаркин (ушкăн командирĕ), Константин Секайкин, Виктор Миронов, Иван Пименов, Юрий Дмитриев, Алексей Дадюков, Дмитрий Афанасьев, Юрий Степанов, Юрий Яндайкин, Юрий Тимофеев. Ăмăрту хыççăн ăмăрту вĕсем лайăх кăтартусем туса пынă: пейнтболла выляса 4-мĕш вырăн йышăннă; вăй-хал хатĕрленĕвĕпе (пневматикăллă винтовкăран пересси, 100 тата 3000 пин метра чупасси, инçĕшне вырăнтан тата чупса пырса сикесси, граната ывăтасси, турник çинче туртăнасси, 50 метра ишесси) - 2-мĕш вырăн; çар эстафетинче 2-мĕш вырăна тухнă; çар хатĕрленĕвĕпе 1-мĕш вырăн йышăннă (стройпа утассипе - пĕрремĕшсем, автомат сỹтсе пухассипе иккĕмĕшсем пулнă). Уйрăм кăтартусем те аван: сакăр енлĕ ăмăртусенче Юрий Яндайкинпа Алексей Дадюков палăрнă. Çавăн пекех Юрий Яндайкин пневматикăллă винтовкăран персе (50 очкоран 41-шне пухнă) тата инçĕшне вырăнтан 2 метр та 97 сантиметр сиксе 2-мĕш вырăн йышăннă, 100 метра чупса виççĕмĕш тухнă.

Çапла майпа Пĕтĕм Раççей шайĕнче Чăваш Республикин чысне хỹтĕлекен хĕрлĕчутайсем юлашки самантченех чи лайăх кăтартусемпе палăрса пынă. Ăмăртусем вĕçленнĕ хыççăн, Спартакиадăн юлашки кунĕнче, пĕтĕмлетỹ кăтартăвĕсемпе паллаштарса наградăсем валеçме пуçличчен ытти командăсем те пирĕннисене "сирĕн кăтартусем - чи лайăххисем, эсир малтисем" тенĕ. Анчах та чи юлашки самантра протоколсенче ăнсăртран "темĕн улшăннă". Спартакиадăна йĕркелесе ирттерекенсем 1-мĕш вырăна Пенза облаçĕн команди тухнине пĕлтернĕ. Вĕсенчен пĕр очко кăна юлнă Чăваш Республикин командине (хĕрлĕчутайсене) 2-мĕш вырăн панă. Пĕлтĕрхи Спартакиадăра çĕнтернĕ Санкт-Петербург команди вара кăçал 3-мĕш вырăн йышăннă.

Мĕнех, кăтартусенчи улшăнусемпе çыхăннă çав пăтăрмах Краснодартах юлтăр. Кăштах кỹренмелле пулин те, уншăнах кăмăла питех хуçмăпăр. Пирĕн яшсем пуринчен те лайăххисем, вăйлисем, çирĕпписем, маттуррисем пулнине пĕлетпĕр эпир. Тивĕçлипех вĕсене çĕнтерỹçĕсем тесе калама пултаратпăр. Мĕнре-ха Хĕрлĕ Чутай шкулĕн командин çакăн пек çитĕнĕвĕсен вăрттăнлăхĕ? Чи малтанах, чун çирĕплĕхĕнче, туслă та пĕр кăмăллă пулнинче, ăмăртусене кунран-кун хатĕрленсе вăй-хала туптанинче пулĕ. Ачасемпе чунне парса ĕçлекен Эдуард Романов педагогăн та тỹпи пысăк - вăл тăрăшнипе салтак çулне çитмен çамрăксен ăнăçăвĕсем çакăн пек курăмлă. Тата ашшĕ-амăшĕн витĕмĕ те пĕлтерĕшлĕ - вĕсем ăнланнăран, май пур таран пулăшнăран ачасем çĕршыв шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса палăрма пултараççĕ.

Эдуард РОМАНОВ, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕрентекенĕ, команда тренерĕ:

- Спартакиада лайăх иртрĕ, кăтартусем аван. Командăри ачасене илес пулсан, вĕсем пурте маттурсем - пĕрне тиркесе теприне мухтамалла мар, мĕн тумаллине çĕр проценчĕпех пурнăçларĕç - вĕсемпе мăнаçланма пулать. Тĕрĕссипе, пирĕн çĕнтерĕве кăçал "вăрларĕç"...

Салтак çулне çитмен çамрăксен Раççей шайĕнчи Спартакиадинче Чăваш Республикин командин кăçалхи пек кăтартусем пулман та, текех пулмаççĕ те. Пирĕн район команди вара тĕрлĕ сăлтавсене пула асăннă ăмăртусене текех хутшăнмĕ.

Анчах та эпир кăçал Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекенсемпе Анапăра иртекен Раççей шайĕнчи ăмăртăва хутшăнас кăмăллă, паллах, пире инçе çула тухма пулăшу парсан.

Алина ДМИТРИЕВА, Спартакиадăна хутшăннă Юра Дмитриевăн амăшĕ:

- Манăн Юра ывăлăм кун пек пысăк шайри Спартакиадăна пĕрремĕш хут хутшăнчĕ, çавăнпа та эпĕ унтан та ытларах пăлхантăм пулĕ. Ачасем ăмăртусене кашни кун, ир те каç хатĕрленчĕç, Эдуард Васильевич тăрăшнипе тата вĕрентсе-пулăшса пыни-пе вĕсем пĕр туслă команда пулса тăчĕç. Пĕр кăмăллăн вăй хурса ăмăртни тата ашшĕ-амăшĕн, юлташĕсен тĕревне туйса тăни вĕсене Раççей шайĕнче хăйсене тивĕçлĕ кăтартса пама пулăшрĕ тесе шухăшлатăп. Пирĕн ачасем - пирĕн мăнаçлăх, районăн, республикăн мăнаçлăхĕ. Вĕсем - çĕнтерỹçĕсем!

Стас МИХОПАРКИН, ушкăн командирĕ:

- Раççей шайĕнчи Спартакиадăна пĕрремĕш çул хутшăнмастăп, кă-çал вара мана ушкăн командирĕ пулма шанчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен пысăк шайри ăмăртусем яланах асра юлмалла иртеççĕ, анчах та кăçал, ытти çулхисемпе танлаштарсан, йĕркелỹ енчен çитменлĕхсем пулкаларĕç - тепĕр чух ăмăртусенче хамăрăн черет çитессе пĕр-ик сехет те кĕтме тиветчĕ. Апла пулин те ăмăртусем питĕ çивĕч лару-тăрура иртрĕç. Иккĕленсе тăма, "пултараятăп-ши?" тесе шухăшлама, хăрама вăхăт та пулмарĕ. Пирĕн тăван шкул, район, республика чысне тивĕçлĕн хỹтĕлемелле - çак яваплăх çинчен пĕр самантлăха та манмарăмăр. Ман шутпа, чи йывăрри, пăлханулли, çав хушăрах чи интересли - ăмăртусене хатĕрленни. Ун чухне малта мĕн кĕтнине туйса тăратăн, анчах та патне çитсен мĕнле пулассине пĕлместĕн, çавăнпа çине тăрса хатĕрленетĕн, мĕншĕн тесен ăнланатăн - сана шанаççĕ (чи малтанах - тренер, командăри ытти ачасем, çывăх çынсемпе юлташсем), апла пулсан вĕсен шанăçне тỹрре кăлармаллах.

Алина КАРПОВА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика