13 июля 2016 г.
"Йывăç - тымаррисемпе, çын çемьепе вăйлă", - теççĕ халăхра. Шăпах çак сăмахсене аса илнĕ Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев июлĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарта республикăри çемьесене чысланă май. Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче Михаил Васильевичпа унăн мăшăрĕ Лариса Юрьевна нумай ачаллă тата çирĕп çемьесене "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" тата "Юратупа шанчăклăхшăн" орденсем парса саламланă.
Палăртма кăмăллă, савăнăçлă мероприятие пирĕн районти икĕ çемье хутшăннă. Туктамăшри Поляковсем Республика Пуçлăхĕн аллинчен "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" ордена тивĕçнĕ (асăннă çемье пирки эпир район хаçатĕнче кăçалхи июнĕн 3-мĕшĕнче çырса кăтартнăччĕ). Хĕрлĕ Чутай салинчи Раиса Андреевнăпа Анатолий Степанович Кашкировсене (сăнỹкерчĕкре) вара "Юратупа шанчăклăхшăн" орден парса чысланă.
Палăртма кăмăллă, чыслав хыççăн пирĕн депутат, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов Поляковсемпе Кашкировсен çемйисемпе çаврасĕтел хушшинче ăшă тĕлпулу ирттернĕ, вĕри чей ĕçнипе пĕрлех çемье пурнăçĕнчи ырă самантсене аса илнĕ.
50 çул ытла пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ Кашкировсем. Çак хушăра ырри те, йывăрри те сахал мар пулнă паллах. Ачалăхĕ те вĕсен синкерлĕ вăрçă тата ун хыççăнхи çулсенче иртнĕ. Çав вăхăтри пур ача пекех, 1937 çулта Тракушкăнь ялĕнче çуралнă Анатолий Степанович ирех ĕçе пуçăннă. Пилĕк çулта чухнех ашшĕсĕр тăрса юлнă вăл. 1952 çултан пуçласа 1956 çулччен, мĕн салтака кайичченех, Ленин ячĕллĕ колхозра вăй хунă. Унтан тăватă çул хушши Балти флотĕн-че хĕсметре тăнă. Салтакран таврăнсан районти пушар чаçĕнче, шалти ĕçсен пайĕн-че вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухсан страхлав агентĕнче тăрăшнă. Анатолий Кашкировăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 50 çул. Ăна "Милици отличникĕ" медальпе (1975), "Тивĕçлĕ службăшăн" медалĕн 1-3 мĕш степенĕсемпе (1973, 1978,1983), "Ĕç ветеранĕ" медальпе (1987) наградăланă.
Кил ăшшине, çемье вучахне упракан Раиса Андреевна Кашкирова (хĕр чухнехи хушамачĕ Фондеркина) вара 1946 çулта Питĕркассинче çуралнă. Унăн ашшĕ, вăрçă участникĕ, Раиса 14 çулта чухне вилнĕ. Раиса Андреевна та ирех ĕçе пуçăннă - çуллахи каникул вăхăтĕнче сакăр çулта чухнех амăшне колхозра ĕçлеме пулăшнă. 14 çула çитсен утăçи вăхăтĕнче повар пулăшуçинче тăрăшнă, 16 çула çитсен ялти клубра тимленĕ. 1966 çулта Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухсан ача садĕнче ĕçлеме пуçланă, унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 33 çулпа танлашать. 1970 çулта Раиса Кашкирована лайăх ĕçленĕшĕн В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле юбилей медалĕпе наградăланă. 1985 çулта вăл "Ĕç ветеранĕ" медале тивĕçнĕ.
Кашкировсем икĕ ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хĕрĕпе ывăлĕ иккĕшĕ те аслă пĕлỹллĕ. Асли, Любовь Анатольевна, хальхи вăхăтра Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшать. Курăмлă ĕçлесе пынăшăн вăл республика тата Раççей шайĕнчи чылай хисеп хутне тивĕçнĕ. Владимир Анатольевич Кашкиров та Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта ĕçлет, ачасене историпе обществознани предмечĕсене вĕрентет.
Раиса Андреевнăпа Анатолий Степанович Кашкировсем ачи-сене ĕçе юратма, аслисене хисеплеме вĕрентсе ỹстернĕ, çĕршыва юрăхлă çынсем пулччăр тенĕ. Халĕ мăнукĕсене те çавнах вĕрентеççĕ вĕсем. Ачисемпе мăнукĕсене яланах пулăшма, ăшă сăмахпа хăпартлантарма хатĕр сумлă мăшăр, вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн те питĕ савăнаççĕ. Паянхи кун Кашкировсем Хĕрлĕ Чутай салинче хăйсем лартнă кирпĕч çуртра пурăнаççĕ, анкартинче пахча çимĕç ỹстереççĕ. Ял тăрăхĕн обществăлла пурнăçне хутшăнаççĕ, малашлăха шанчăклăн пăхаççĕ.
А.КАРПОВА.