АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пирĕн пурнăç" - вулакансен юратнă хаçачĕ

13 июля 2016 г.

Раççейре 2016 çулхи иккĕмĕш çур çулăн çырăнтару кампанийĕ вĕçленчĕ. Раççей Почти пĕлтернĕ тăрăх, çĕршывра пурăнакансем пичет кăларăмĕсемпе интересленме пăрахман.

Чăваш Енри кăтартусене илес пулсан, хăш-пĕр республика кăларăмĕсен çырăнтару тиражĕсем пĕчĕкленчĕç, хула тата район хаçачĕ- сем вара хăйсен тиражĕсене упраса хăварма пултарчĕç, хăшĕсем ỹстерчĕç те. Ял çыннисем юратса вулакан хаçатсем шутне Пăрачкав районĕнчи "Порецкие вести", Хĕрлĕ Чутай районĕнчи "Пирĕн пурнăç", Елчĕк районĕнчи "Елчĕк ен", Йĕпреç районĕнчи "Çĕнтерỹшĕн" тата Элĕк районĕнчи "Пурнăç çулĕпе" хаçатсем кĕреççĕ. Вĕсене паян кашни иккĕмĕш çемье вулать теме пулать.

"Хальхи вăхăтра информаци илмелли çăлкуç питĕ нумай пулсан та - радио, телевидени, Интернет - пичетлĕ пресса республикăра пурăнакансемшĕн çав-çавах пĕлтерĕшлĕ, çав-çавах кирлĕ", - палăртать ЧР информаци политикин министрĕ Александр Иванов.

Паянхи кун "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕн тиражĕ - 3390 экземпляр. 15 пине яхăн çын пурăнакан районшăн çакă питĕ лайăх кăтарту.

Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика