13 июля 2016 г.
Июлĕн 8-мĕшĕнче, Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче, районти ЗАГС пайĕнче районти çемьесем хутшăннипе савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Уява хутшăннă çемьесенчен пĕри - Ачкасси ял тăрăхĕнчи Патьяновсем.
Алексей Олеговичпа Надежда Николаевна Патьяновсен çемйине кăçалхи май уйăхĕнче çĕнĕ кайăк вĕçсе кĕнĕ - вĕсен Диана ятлă хĕр пĕрчи çуралнă. Асли, 2013 çулта кун çути курнă Жанна, йăмăкĕ çуралнăшăн питĕ савăннă - пĕрле выляса ỹсекен пур-çке. Иккĕмĕш ача çуралнă май Патьяновсен çемйи амăшĕн капиталĕн сертификатне тивĕçрĕ. Аса илтеретпĕр, амăшĕн (çемье) капиталĕ паянхи кун 453 пин те 26 тенкĕпе танлашать. Патьяновсен туслă та çамрăк çемйине ачисене çĕршыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе тĕрĕс воспитани парса ỹстерме сунас килет. Хĕр пĕрчийĕсем сывă та тĕрĕс-тĕкел çитĕнччĕр, ашшĕ-амăшне хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарсах тăччăр.
А.КАРПОВА.