15 июля 2016 г.
Район больницинчи инфекци уйрăмĕн çуртне 1974 çулта çĕкленĕ. Унтанпа кунта капиталлă юсав ĕçĕсене пĕрре те туман, çавăнпа та юлашки çулсенче унăн сăн-сăпачĕ тултан та, шалтан та самаях кивелсе кайнăччĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче вара кунта юсав ĕçĕсем ирттерме республика бюджетĕнчен 5 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Пĕлтĕрхи декабрьтен пуçласа кăçалхи май уйăхĕччен инфекци уйрăмĕнче юсав ĕçĕсем пычĕç - çивиттине улăштарчĕç, чỹречесемпе алăксене çĕнетрĕç, урайне çĕнĕрен сарчĕç... Халĕ кунта пациентсене сывалма пур услови те пур - уйрăм палатăсем, кашнинех шыв пырать, кравачĕсем те çĕннисем.
Паянхи кун районти инфекци уйрăмĕ Çĕмĕрле хулинчи тата Хĕрлĕ Чутайпа Çĕмĕрле районĕсенчи пациентсене йышăнать. Чирлисем валли пурĕ 20 вырăн пур, вĕ сенчен 10-шĕ - вируслă инфекципе чирлекенсем валли, ыттисем - пыршă инфекцийĕсемпе. Унсăр пуçне кунта виçĕ вырăнлă уйрăм палатăсем пур. Чирлекен ачисемпе пĕрле амăшĕсене выртма та условисем тунă.
Зоя УГОЛЬНИКОВА, Хĕрлĕ Чутай сали:
- Йывăр чирсене пула манăн хавшанă сывлăха çирĕплетме таçта та çитме тивет, анчах та район больницинчи хальхи ин-фекци уйрăмĕ пеккине эпĕ тĕл пулман. Çĕнетнĕ инфекци уйрăмне кĕрсен савăнăç куççулĕ тухать, чĕре те савăнса тапать. Кунта халĕ темĕнле йывăр чирлĕ çыннăн та ыратни лăпланать пулĕ. Малтанхипе танлаштарсан пĕтĕмпех лайăх енне улшăннă. Кунта хăтлă, илемлĕ, тирпейлĕ, ĕçлекенĕсем вашават калаçаççĕ - чун уçăлса каять.
Чирлисене сыватассишĕн Елена Николаевна Хораськина тухтăр нумай вăй хурать. Ун пеккисене вырăсла "врачи от Бога" теççĕ. Р.В.Патьянова аслă медицина сестри кунта тахçантанпах вăй хурать. Н.И.Герасимова, Ю.И. Кондратьева, Л.И.Крикова тата В.А.Зотова медицина сестрисене те ырăпа асăнас килет. Уйрăмри тирпейлĕхшĕн М.Барышникова, Л.Агаськина, Г.Инедеркина, Г.Катюкова санитаркăсем тăрăшаççĕ. Асăннă уйрăмра ĕçлекенсем пурте ăшă тав сăмахĕсене тивĕç.
Çавăн пекех кунта юсав ĕçĕсене ирттернĕшĕн республика, район тата больница ертỹçисене тав тăвас килет.