15 июля 2016 г.
Полици уйрăмĕ район çыннисене банк карттисемпе усă курнă чухне тимлĕрех пулма ыйтать. Усал шухăшлă çынсем, ултавçăсем карттăсем çинчи укçана вăрламалли çĕнĕ меслетсем тупсах тăраççĕ. Çавăнпа та банк карттисемпе усă курнă чухне çак правилăсене пăхăнăр:
. банк картти, унти даннăйсемпе номерсем сирте кăна пулма кирлĕ. Нимĕнле лару-тăрура та ун пин-кодне, реквизичĕсене çынна ан пĕлтерĕр, ан парăр;
. пин-кодсене карттăсем çине ан çырăр, енчĕкре чиксе ан çỹрĕр. Ăна астуса юлма тăрăшăр е карттăран аякра упрăр;
. банк карттипе усă курнă, укçа илнĕ чухне хăрушлăх çук вырăнсенчи банкоматсемпе ĕç-лĕр _ унта видеосăнав тата хурал пултăр;
. банк карттипе операци тунă чухне сирĕнпе юнашар урăх çынсем тăрасран асăрханăр-
. чека банкомат умĕнче пăрахса ан хăварăр. Усал шухăшлă çын унпа усă курса сирĕн карттăн номерне юсаса çĕнетме пултарать;
. сотовăй телефон çине шăнкăрав килсен палламан çынсемпе ан калаçăр, вĕсене карттă номерне ан пĕлтерĕр;
. сотовăй телефон çине вируссемпе кĕрешекен ятарлă прог-рамма е хатĕр ларттарăр; . электрон енчĕксем çине укçа куçарма ан васкăр. Ытларах чухне ултавçăсем тавар илнĕ-сутнă пек тăваççĕ, сирĕн карттăри укçа вĕсен аллине лекме пултарать;
. сирĕн карттăна блокировка лартнă тесе СМС пĕлтерỹ килчĕ-и? Информацие тĕрĕслес тесен банкран пулăшу ыйтмалла. Хисеплĕ граждансем, банк карттисемпе тимлĕ усă курăр. Реквизитсене никама та ан пĕлтерĕр, çынсене ан парăр.
Банк карттисенчен укçа вăрлакансене асăрхасан полици уйрăмне 02 е 2-11-02 телефон номерĕсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.
А.МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.