АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырма пуçланчĕ: тырă кĕлете кĕрет

22 июля 2016 г.

Июлĕн 20-мĕшĕнче районти пур ял тăрăхĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Викторович Башкировпа тĕп хуламăртан килекен информаци ушкăнне ертсе пыракан, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Вячеслав Николаевич Оринов Кив Атикасси ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç. Район пуçлăхĕпе Александр Юрьевич Степановпа Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Михайлович Павлов ертсе пыракан ушкăн Тралькасси ял тăрăхĕнче пулчĕ.

Малтанах вĕсем ял тăрăхĕн администрацийĕнче халăхпа курнăçса Пĕрлехи информаци кунĕнчи темăсене сỹтсе яврĕç. Унтан "Нива" ялхуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсемпе йĕтем çинче тĕл пулчĕç, Пĕрлехи информаци кунне сỹтсе явнипе пĕрлех тĕрлĕ ыйту тавра та калаçрĕç. Уйрăмах тралькассисене таврари тирпейсĕр-лĕх, пур çĕрлĕ çỹп-çап кăларса пăрахни пăшăрхантарни сисĕнчĕ.

Çавăн пекех асăннă ушкăн "Нива" ЯХПК-ан кăçалхи тыр-пулне уйран кĕтсе илсе те хакларĕ. Июлĕн 20-мĕшĕнче районта чи малтан вырмана иртнĕ çулхи пекех "Нива" кооперативăн комбайнĕсем тухрĕç. Çа- вăн пекех çав кунах вырмана "Коминтерн" ЯХПК-н тата В.А.Никитин предпринимателĕн "хир карапĕсем" те тухрĕç. Райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн на-чальникĕ В.В.Храмов пĕлтернĕ тăрăх, июлĕн 20-мĕшĕнче, вырман пĕрремĕш кунĕнче, уя 4 комбайн тухнă: "Нива" ялхуçалăх производство кооперативăн 2 комбайнĕ, "Коминтерн" ЯХПК-ан тата В.А.Никитин предпринимателĕн-1-шер. Асăннă кун вĕсем "çăкăра" 50 гектар çинче çапса тĕшĕленĕ, тыр-пул тухăçĕ вăтамран 20 центнерпа танлашать.

А.ОРИНОВА.

Владимир ХРАМОВ, райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн начальникĕ:

"Мĕнпур объектăн çуррине çырса тухнă"

- Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ июлĕн 1-мĕшĕнче старт илчĕ. Ăна ирттерме районта объектсен списокне тишкерсе тухнă: уйрăм хушма хуçалăхсем - 10111, ялхуçалăх организацийĕсем - 7, пĕчĕк предприятисем - 13, хресченпе фермер хуçалăхĕсем - 29, уйрăм предпринимательсем - 10.

Çырав ирттерме районта тăватă инструктор участокĕ йĕркеленĕ, вĕсем валли пỹлĕмсем, транспорт, хурал, çыхăну уйăрнă, 4 инструкторпа 22 переписчика явăçтарнă.

Июлĕн 20-мĕшĕ тĕлне çырав кăтартăвĕсем çапларах: уйрăм 4995 хушма хуçалăха (49,4 процент) çитнĕ, ялхуçалăх организацийĕсем - 1 (14,3), хресченпе фермер хуçалăхĕсем - 15 (51,7), уйрăм предпринимательсем - 5 (50). Ку объектсенче 5271,97 гектар çĕр, çав шутра суха пусси - 1688,84 гектар, мăйракаллă шултра выльăх - 2633 пуç, çав шутра ĕнесем - 1670, сыснасем - 316, сурăхсем - 1632, качакасем - 559, кайăк-кĕшĕк - 20676.

Сăмахран, уйрăм хушма хуçалăхсенче 3739,37 гектар çĕр çырнă, вăл шутра суха пусси - 319,64, мăйракаллă шултра выльăх - 2493 пуç, вĕсенчен 1640 ĕне, 316 сысна, 1542 сурăх, 559 качака, 20676 кайăк-кĕшĕк.

"Хир карапĕсем уя тухрĕç"

- Районти уйсенче хĕрỹ ĕççи малалла пырать. Чи малтанах "хир карапĕсем" уя тухнине палăртмалла. Хальхи вăхăтра "Нива" ЯХПК-ра икĕ комбайн тырă вырать, вĕсемпе Юрий Вороновпа Андрей Чеченешкин опытлă комбайнерсем ĕçлеççĕ. Асăннă хуçалăхăн кĕрхисене пурĕ 350 гектар çинчен пуçтарса илмелле.

"Коминтерн" ЯХПК уй-хирĕнче те комбайн шавĕ илтĕнет, штурвал умĕнче - Михаил Матвеев çамрăк комбайнер тата ăна пулăшакан Владимир Железнов. Вĕсемпе пĕрле Дмитрий Куропаткин водитель ĕçлет. Атнарсен кĕрхисене 476 гектар çинчен вырмалла. В.А.Никитинăн вара 20 гектар çинчен тулă вырса илмелле.

Пĕтĕмĕшле районти хуçалăхсен 1466 гектар çинчен тыр-пул пуçтарса илмелле.

Вырма ĕçĕсемпе пĕрлех хуçалăхсем выльăх апачĕ хатĕрлессипе те тимлеççĕ. Июлĕн 20-мĕшĕ тĕлне пурĕ 3880 тонна выльăх апачĕ янтланă. Нумай çул ỹсекен курăксене 3957 гектар çинче (118,8 процент) çулнă. Кĕрхисене акма пурĕ 1341 гектар çĕр хатĕрленĕ.

Валерий ЖИГАНОВ, райадминистрацин ятарлă программăсен пай начальникĕ:

"Шыв çинче çине-çине инкек"

- Шăрăх çанталăк тăнă май пурте юханшыв хĕрнелле туртăнаççĕ, шывра çăлăнăç шыраççĕ. Шел те, тепĕр чухне çак киленỹ инкекпе вĕçленет. Статистика кăтартăвĕсем хăрушă: çулталăк пуçланнăранпа республика территорийĕнче 33 инкекре 34 çын путса вилнĕ, иртнĕ çул вара 23 шыв инкекĕнче 20 çын пурнăçĕ татăлнă. Телее, кăçал çак хушăра виçĕ çынна çăлма май килнĕ, пĕлтĕр - 4.

Шел те, шыв çинчи инкексем пирĕн районта та пулса иртрĕç. Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнчи юханшывсенче икĕ çын кун-çулĕ татăлчĕ. Акă июлĕн 19-мĕшĕ хĕрлĕ-чутайсемшĕн синкерлĕ кун пулчĕ темелле. Çак кун 10 сехет те 25 минутра Тури Çĕрпỹкассинчи вырăнти пĕвере кунта пурăнакансем 1990 çулта çуралнă арçын кĕлеткине тупса шывран кăларнă. 17 сехет те 35 минутра вара Тихăнушкăнь ялĕнче инкек пулса иртнĕ. 1970 çулта çуралнă Сыктывкар арçынни (вăл хăнана хунямăшĕ патне ачисемпе килнĕ) икĕ хĕрĕпе пĕве хĕрринче каннă. Кĕçĕннипе, 7 çулхи хĕрĕпе, ашшĕ катамаранпа ярăннă. 12 çулхи хĕрĕ вĕсене хирĕç ишнĕ, анчах та сасартăк вăл хăйне япăх туйма пуçланă. Çакна курнă ашшĕ ăна пулăшма васканă, ун патне ишнĕ, катамаранне хăварнă. Арçын хĕрне çăлма хăтланса хăй путса вилнĕ. Кĕçĕн хĕрача пулăшу ыйтса кăшкăрнă, çывăхра пулнă çынсем хĕрачасене пулăшнă, арçынна çăлма вара май килмен. Палăрт-са хăвармалла, инкеке лекнĕ 12 çулхи хĕрачана Тракушкăнь ялĕнче пурăнакан, Хусанушкăнь шкулĕнче 7-мĕш класран вĕренсе тухнă Кирилл Валерьевич Блинов (2002 çулта çуралнă) çăлнă.

Хисеплĕ район çыннисем! Тепĕр хутчен асăрхаттарса калатпăр: ятарласа уйăрнă тата хатĕрленĕ вырăнта кăна шыва кĕме юрать. Пирĕн районта ятарласа хатĕрленĕ кун пек вырăнсем çукки пирки эпир маларах пĕлтернĕч- чĕ, "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче кăна шыва кĕме ирĕк пур. Çакна та ан манăр, ỹсĕрле тата пĕччен шыва ан кĕрĕр, ачасене аслисемсĕр шыва кĕме ирĕк ан парăр. Пурне те шыва кĕнĕ чух тимлĕ те асăрхануллă пулма ыйтатпăр!

Пĕлме: сотовой çыхăнăвăн мĕнпур операторĕсемпе "112" номерпе телефон çинче укçа çук пулсан та пулăшу ыйтма пулать. Пушарнăйсемпе çăлавçăсен пĕрлехи телефонĕ - "01".

Алексей ЯРАБАЕВ, районти пушар асăрхавĕн патшалăх инспекторĕ:

"Асăрханусăрлăх хакла ларма пултарать"

- Район террито-рийĕнче июлĕн 19-мĕшĕ тĕлне пурĕ 12 пушар алхасрĕ, вĕсенче икĕ çын пурнăçĕ татăлчĕ. Пĕлтĕр вара çак тапхăртах 14 вут-çулăм инкекĕнче тăватă çын вилнĕччĕ.

Хурах мĕн те пулин хăварать пулсан, пушар пĕтĕмпех тĕп тăвать. Çавăнпа та çуллахи вăхăтрах хĕле хатĕрленме пуçламалла: хутмалли кăмакасене юсамалла, кивĕ электропралуксене улăштармалла, юсавсăр тата хăвăр тĕллĕн тунă электроприборсемпе усă курмалла мар. Кунсăр пуçне электричество сечĕсене пысăк тиев памалла мар. Тĕпченĕ тăрăх пушарсен 40 проценчĕ юсавсăр электроприборсене пула тухать.

Электроприборсемпе усă курнă чух-не çак асăрханулăх мерисене пăхăнма ан манăр:

- электропралуксен изоляцийĕн юсавлăхне сăнасах тăмалла, вĕсене амантма пултаракан пăтапа тыттармалла мар. Ятарлă лицензи пур организацие электропралуксен сопротивленине виçтермелле;

- электропралуксем çине çутă е ытти аппаратурăна çакма, вĕсене алăкпа хĕстерме е вилкăна розеткăран шнуртан туртса кăларма юрамасть;

- сивĕтмĕше е ытти электроприборсене çунă чухне е лампочкăпа предохранитель ылмаштарнă вăхăтра çуртри (хваттерти) электричествăна пĕтĕмĕшле сỹнтеркĕчпе сỹнтермелле;

- ваннăйра çутă электроприборĕсем ан тытăр, мĕншĕн тесен унта ток ирттерекен шыв пăсĕ йĕркеленет, розеткăсем те ваннăйпа раковина çывăхĕнче пулмалла мар;

- йĕпе е ток ирттерекен çара вĕçĕсемпе пайсемлĕ фенпа е электробритвăпа усă ан курăр;

- электроприборсен вилкисем çĕмрĕлсен вĕсене изолентăпа ан явалăр, тỹрех ылмаштарăр;

- вĕри утюг тавра шнурне ан явалăр, пралук изоляцийĕ аманма пултарать; - розеткăна чылай прибор ан чикĕр, çакă замыкани е пушар тума пултарать;

- пралуксене вăхăтлăха ан сыпăр, мĕнпур ĕçе квалификациллĕ специалистсене шанăр;

- ачасемпе профилактика ĕçĕсем ирттерĕр, вĕсем тытма пултаракан вырăнта электроприборсем тата уçă розеткăсем ан вырнаçтарăр. Çавăрмалли розеткăсемпе е вĕсене хупмалли ятарлă хатĕрсемпе усă курма тăрăшăр. Ан манăр, пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни çунса кайнă пурлăхпа кăна мар, çын пурнăçĕ татăлнипе те вĕçленме пултарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика