АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Крымри Акатуя хĕрлĕчутайсем те хутшăннă

22 июля 2016 г.

Июлĕн 10-мĕшĕнче Крым Республикинче пурăнакан ентешсем Севастополь хулинчи Балаклава районĕнчи Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне хутшăннă. Хура тинĕс хĕррине ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, чăваш культурипе искусствин хастарĕсем, пултарулăх коллективĕсем, çавăн пекех Раççейри 16 регион представителĕсем, чикĕ леш енче пурăнакан ентешсем, пурĕ 500 ытла çын, пырса çитнĕ.

Уява уçма Балаклава районĕн департаменчĕн директорĕ Сергей Седых, Севастополь хулинчи Балаклава районĕн муниципалитет округĕн администраци пуçлăхĕ Евгений Бобошкин хутшăннă. "Крым çĕрĕ çинче çакăн пек уяв иртни - тĕлĕнмелле пулăм. Кунти чăвашсем хăйсен халăхĕн тĕп енĕсене - ĕçе юратнине, пурăнакан хутлăха тата лайăхрах, илемлĕрех тăвассине - сыхласа хăварнă", - палăртнă Сергей Седых.

Константин Яковлев Крымри ентешсене тав туса çапла каланă: "Тăван çĕршыва юратни - çыннăн чи вăйлă туйăмĕсенчен пĕри, вăл пин-пин çынна пĕрлештерет. Паняхи уяв çакна питĕ лайăх çирĕплетет. Пĕрлĕхре - пирĕн вăй".

Акатуя уçнă хыççăн сцена çинче юрă-кĕвĕ хуçаланнă: Атнар тăрăхĕнчи фольклор ушкăнĕ чутайсен ташши-юррипе, ытти артистсем, çав шутра чăваш эстрада çăлтăрĕсем те, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.

Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта кадет класĕнче вĕренекен Татьяна Мурайкина кăçал "Чутай пики" конкурсра çĕнтерчĕ, çавна май Крыма çитсе курмалли путевкăна тивĕçрĕ. Акă мĕн каласа кăтартать Татьяна Хура тинĕс хĕрринчи Акатуйра пулни пирки: "Эпир Крымри çутçанталăкпа тата тинĕс-пе киленнисĕр пуçне çурмаутрав çинчи паллă вырăнсене çитсе куртăмăр, Севастопольте вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă палăк патне чечексем хутăмăр. Ирсерен тинĕс хĕрринче вăй-хал хусканăвĕсем пулчĕç.

Акатуй питĕ савăнăçлă иртрĕ. Йăлана кĕнĕ картишсем, куравсем ĕçлерĕç, пултарулăх ушкăнĕсем юрăсем шăрантарчĕç, ташларĕç. Тĕрлĕ наци çыннисем чăвашсен йăли-йĕркине, культурине курса хавхаланчĕç".

А.ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика