27 июля 2016 г.
Июлĕн 14-мĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ визитпа республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулчĕ, районти туслă та çирĕп çемьесене "Юратупа шанчăклăхшăн" медальсем парса чысларĕ. Асăннă наградăна тивĕçнĕ çемьесенчен пĕри - Енкĕлтри Захаровсем. Иринăпа Владимир Захаровсем çемье çавăрнăранпа пĕлтĕр 25 çул çитнĕ.
Туктамăш ялĕнче çуралнă Владимир Александрович шкул хыççăн СХТ-ра токарьте ĕçленĕ. 1989 çулта вăл Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухать, алла ĕç, черчени, ỹнер искусствин учителĕн дипломне илет. 1993 çултанпа Владимир Захаров Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта ачасене технологи тата ỹнер искусствине вĕрентет. Пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекенĕн педагогика стажĕ - 28 çул.
Ирина Евгеньевна Красноярск тăрăхĕнче çуралнă. Çĕмĕрле районĕнче вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ, алла ỹнер искусствипе ĕç, черчени учителĕн дипломне илнĕ. 1993 çултанпа Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта ĕçлет. Ирина Захарова тăтăшах тĕрлĕ конкурссене хутшăнать, 2013 çулта район шайĕнче иртнĕ "Çулталăк учителĕ" конкурсра çĕнтернĕ. Ачасене пĕлỹпе воспитани парас ĕçре çитĕнỹсемпе палăрнăшăн республика тата çĕршыв шайĕнчи хисеп хучĕсене тивĕçнĕ, пĕлтĕр ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Маловăн ятран паракан стипендине илсе тăнă. Ирина Евгеньевна - Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи кадетсен класс ертỹçи. Пирĕн кадетсен тĕрлĕ шайри çитĕнĕвĕсенче унăн тỹпи те пысăк, мĕншĕн тесен вăл ачасене тивĕçлĕ воспитани парас тесе чунтан тăрăшать, вĕсене ĕçчен, ырă кăмăллă пулма, аслисене хисеплеме вĕрентет.
Ирина Евгеньевнăпа Владимир Александрович институтра вĕреннĕ чух паллашнă. Алла диплом илнĕ хыççăн çулталăкран çемье çавăрнă. Мăшăр икĕ ача - хĕрпе ывăл - çуратса ỹстернĕ. Хĕрĕ, Александра, университетран вĕренсе тухнă хыççăн Новосибирск хулинче конструктор-дизайнерта тăрăшать. Владимир вара кăçал 11-мĕш класран вĕренсе тухнă, халĕ аслă пĕлỹ илме хатĕрленет. Захаровсем - ĕçчен те пултаруллă, ырă кăмăллă та яваплă çемье. Хăйсен пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçе халалланă мăшăра ĕçтешĕсем те, вĕренекенĕсем те, ашшĕ-амăшĕ те хисеплеççĕ, ырă сăмахсем калаççĕ.
А.КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"