27 июля 2016 г.
"Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" марафон çулран-çул ыркăмăллă çынсене хăй патне ытларах та ытларах явăçтарать. Кăçал та унта студентсенчен пуçласа пенсионерсем, пысăк тата пĕчĕк предприятисемпе организацисен, учрежденисен, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен коллективĕсем хастар хутшăннă.
2016 çулта Чăваш Енре пурăнакансем пĕтĕмпе 7 миллион та 800 пин тенкĕ пухнă. Çакă иртнĕ çулхинчен 600 пин тенкĕ нумайрах.
Хĕрлĕчутайсем те "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыркăмăллăх марафонне кашни çулах хутшăнса хăйсен тỹпине хываççĕ. Пирĕн район çыннисем кăçал марафон счечĕ çине 171 пин те 192 тенкĕ куçарса парса ырă ĕç тунă.
Источник: "Пирěн пурнăç"