АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрех ĕçекенсем йĕркене ытларах пăсаççĕ

29 июля 2016 г.

Преступленисене ытларах ниçта та ĕçлемен, малтан айăп-ланнă, эрех ĕçекен çынсем тăваççĕ. Каш- ни иккĕмĕш преступ-ление (41 преступлени, пĕлтĕр çак тапхăрта - 55) унччен уголовлă явап тытнă çын тунă.

Преступленисене тума тĕрлĕ сăлтав хĕтĕртнĕ. 22 преступление хапсăнчăк туйăмпа е "выçă куçпа", 19 преступление урăх интереспа тунă, 12-шĕ - йăлари сăлтавпа.

Эрехпе иртĕхекенсем те саккуна хирĕçле ĕçсемпе палăраççĕ. Кăçал ун пеккисем 41 преступлени, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен сакăр преступлени сахалрах, тунă. Апла пулин те кашни иккĕмĕш преступлени ỹсĕрле пулнă. Ĕçлеменнисем саккуна пăсни 71,6 процентпа танлашать (2015 çулта - 68,3 процент). Хĕрарăмсем те арçынсенчен юлмаççĕ. Вĕсем пĕлтĕр те, кăçал та 14 преступлени тунă. Ушкăнпа преступлени тăвасси ỹсрĕ (1-рен 6 çитрĕ).

Сăмах май, январь-июнь уйăхĕсен-че 72 преступление (97,3 процент) уçса патăмăр. Сакăр преступлени уçса памасăр юлчĕ. Çапах та иртнĕ çулхипе танлаштарсан преступниксене тăрă шыв çине кăларас динамика 8,2 процент лайăхланчĕ. Çак тапхăрта улталанипе (1-рен 4 çити), коррупци енĕпе (1-рен 2 çити), вăрланипе çыхăннă (0-рен 1 çити) тата обществăлла вырăнсенче (13-рен 17 çити) преступлени тăвасси ỹсрĕ. Çын сывлăхне юри йывăр суран кỹнĕ (4-ран 3), хĕненĕ (26-ран 9), асаплантарса хĕн кăтартнă (4-ран 2) преступленисен шучĕ чакрĕ. Вăтам шайри преступленисем (21 преступлени) тата ют пурлăха çаратни (26), вăл шутра вăрлани (22) иртнĕ çулхи пекех юлчĕ.

Административлă практика пирки çакна калама пулать: 2016 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче пĕтĕмпе 329 (иртнĕ çул _ 334) административлă протокол çыртăмăр, 113100 тенкĕлĕх штраф хутăмăр. 73,3 процентне шыраса илтĕмĕр. Хулиганла пĕчĕк ĕçсемшĕн 51 протокол çыртăмăр. Профучетра 126 çын сăнавра тăрать. Вăл йышра эрех ĕçекенсем те, çул çитмен çамрăксем те, ытти категорири граждансем те пур.

Александр МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика