АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çапнăшăн, хĕненĕшĕн явап тыттарас çĕнĕлĕхсем

29 июля 2016 г.

2016 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнчен РФ Уголовлă Кодексĕнче улшăнусем вăя кĕчĕç. Çĕнĕ саккунпа килĕшỹллĕн тĕрлĕ ĕç-пуçшăн уголовлă явап тыттарас йĕрке улшăнчĕ.

Сăмахран, çупкă çитерни хулиганла шухăш-тĕллевпе, экстремистла сăлтавпа тата çывăх çынсем тĕлĕшпе пулнă-тăк çакă преступлени шутланать. Çывăх çынсен шутне тăвансем (мăшăр, ашшĕ-амăшĕ, ачасем, ачана усрава илекенсем, усрав ачасем, пĕртăвансем, аслашшĕсемпе асламăшĕсем, мăнуксем), опекунсем, попечительсем, унсăр пуçне çапаканпа тỹсекен çынсем пĕр пĕтĕмĕшле хуçалăх тытса пыраççĕ пулсан кĕреççĕ.Çав хушăрах кун пек уголовлă ĕçсене çурма уçă айăплавлă категорисен шутне кĕртнĕ.

Ытти тĕслĕхсенче çапнăшăн, хĕненĕшĕн админис-тративлă явап (2016 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче йышăннă 326-мĕш номерлĕ Федераллă саккун) кĕтет. Кун пек ĕç-пуçшăн 5 пин тенкĕрен пуçласа 30 пин тенкĕ таран штраф параççĕ е 10-15 талăклăха арестлеççĕ, е 60 сехетрен пуçласа 120 сехетчен ĕçлеттерме йышăнаççĕ.

Диана САВИНКИНА, район прокурорĕн пулăшуçи.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика