29 июля 2016 г.
Çуллахи вăхăтра урамра, çуртсем умĕнче е ытти обществăлла вырăнта тимлĕхсĕр хăварнă велосипедсем çухалнă тĕслĕхсем йышланаççĕ. Çавăнпа та районта пурăнакансене хăйсен икĕ урапаллă транспорчĕ тĕлĕшпе тимлĕ пулма чĕнсе калас килет. Кĕске вăхăта пулсан та сăнавсăр лартса хăварма юраманни пирки асăрхаттаратпăр. Çакна та каламалла: питĕрсе хупмалли ятарлă хатĕрсем, трос çăрисем çине ялан шанма çук, вĕсем хăрушсăрлăхпа туллин тивĕçтереймеççĕ, велосипедсăр тăрса юласси те инçех мар.
Сергей УЛЬЯНОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"