АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пире юрă-кĕвĕ пĕрлештерчĕ"

03 августа 2016 г.

Çапла калаççĕ Шулю ялĕнче пурăнакан Чишкинсем. Вĕсен тĕп ĕçĕ юрă-кĕвĕпе çыхăнман пулин те, Натальăпа Виталий Чишкинсене тĕрлĕ культура мероприятийĕсенче тăтăшах сцена çинче курма пулать. Виталий Кузьмич купăспа ăста вылять, Наталья Викторовна вара уçă сассипе илемлĕ юрăсем шăрантарать. "Пире пĕр-пĕринпе паллашма юрă-кĕвĕ тата комсомол пулăшрĕ", - терĕ мăшăр хăйсем мĕнле тĕл пулнине аса илнĕ май. Кун пирки вĕсем районти ЗАГС пайĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă тунă май каласа пачĕç. Шулю ялĕнче çуралса ỹснĕ Виталий Чишкин Мишеркассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан тăван ял клубĕнче ĕçлеме пуçланă. Çартан таврăнсан комсо-мол райкомĕнче тăрăшнă. Унтан темиçе çул хушши пахча çимĕç типĕтекен завод директорĕнче ĕçленĕ. 1998 çултанпа хăйĕн ĕç-хĕлне страхлав ĕçĕпе çыхăнтарнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Виталий Чишкин Ачкасси тăрăхĕнче вокалпа инструмент ансамбльне йĕркеленĕ, унта гитарăпа вылянă, юрланă. Хальхи вăхăтра Виталий Чишкин районти Культура çурчĕн "Шокăль" фольклор ушкăнĕн пулта-рулăх ертỹçинче тимлет. Наталья Чишкина Питĕркассинче çуралса ỹснĕ, шкул хыççăн Улатăрти техникумра вĕреннĕ. Алла диплом илсен "Октябрь" совхозра ĕçлеме пуçланă. Хальхи вăхăтра Наталья Викторовна Чăвашстатăн районти уйрăмĕн тĕп специалистĕнче тăрăшать. 2003 çулта ăна РФ Президенчĕн Указĕпе "Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" медальпе наградăланă. 1984 çултанпа Наталья Чишкина районти Культура çурчĕн хорĕнче юрлать, 2005 çултанпа - ветерансен халăх хорĕнче. 27 çул пĕрле ĕнтĕ Чишкинсем. Икĕ хĕре - Регинăпа Ренатăна - кун çути парнеленĕ вĕсем, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ашшĕ-амăшĕн юрлас пултарулăхĕ Регинăна та куçнă, вăл Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕнче тимлет. Нумаях пулмасть районта ĕçлĕ çулçỹревре пулнă май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чишкинсен туслă та пултаруллă çемйине "Юратупа шанчăклăхшăн" медаль парса чысларĕ. А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика