АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтанхи арăмĕ патне кĕвĕçнĕ

03 августа 2016 г.

Хаяр шĕвекпе кĕвĕçỹ çынна нихăçан та ырри патне çитермен. Эрех пуçа минретет, кĕвĕçỹ вара ырă мар ĕçсем тума хĕтĕртсе тăрать. Ку тĕслĕх те çакна аванах çирĕплетсе парать. Июнĕн 26-мĕшĕнче ỹсĕр хĕрарăм С. Тури Çĕрпỹкасси ялĕнче пурăнакан арçын килĕнче кил хуçипе хирĕçсе кайнă. Çак хĕрарăм курайманлăхпа тата арçын сывлăхне сиен кỹрес тĕллевпех ăна виçĕ хутчен кĕлеткен тĕрлĕ пайĕнчен пуртăпа çапнă. Çапла майпа хĕрарăм РФ УК-н 115 статйин 2-мĕш пайĕн "в" пункчĕпе пăхса хунă преступление тунă. Асап курнă арçын пĕлтернĕ тăрăх, вăл ывăлĕпе пурăнать. Çав кун вăл килте пĕчченех пулнă, С. килнĕ чухне апат çисе ларнă. Ỹсĕр хĕрарăм пỹрте кĕриччен кăшкăрашса çỹресе чỹрече çĕмĕрнĕ. Çурта кĕрсенех ăна кил хуçи чỹречешĕн асăрхаттарнă. Çакă хĕрарăма пушшех тарăхтарса янă. Вăл кил хуçи арçыннине унăн малтанхи арăмĕ патне кĕвĕçнĕ. Урама тухса кĕрсе урнă хĕрарăм арçынна пуртăпа çапнă. Юрать-ха, хытах сулăнса çапманнипе суранĕсем йывăрах мар. Уголовлă ĕçе суда ярса панă.

Э.КОНДРАТЬЕВ, следователь.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика