03 августа 2016 г.
Июлĕн 15-мĕшĕнчен Раççейре пурăнакансене куçман пурлăх правине регистрациленĕ чухне харпăрлăхçă пулни çинчен çирĕплетекен хут свидетельствăсем пама пăрахнă. Анчах та пĕр документсăр никам та юлмасть. Халĕ свидетельство вырăнне кил, хваттер е участок сирĕн пулнине Правасен пĕрлехи патшалăх реестрĕн (ЕГРП) выписки çирĕплетсе парать. Çакна вара малтанхи пек те, хутпа та, электрон мелпе те илме пулать.
Çапла халăхра çỹрекен "хутсăр эс - никам та мар, хутпа эс - çын" текен каларăш куçман пурлăх енĕпе пĕлтерĕшне çухатса пырать. Çав хушăра ЕГРП-ран илнĕ выписка унччен панă свидетельствăран туллирех документ шутланать. Унта куçман пурлăх объекчĕ çинчен чи çĕнĕ, тулли сведенисене кăтартаççĕ. Сăмахран, объекта ипотекăпа туяннă, вăл банкра салукра тăрать пулсан выпискăра çăмăллăнах килĕшỹ номерне, датине, кредит хăçан тỹлеме пуçланине, хăçан вĕçленнине, банк ятне тупма пулать. Ку хваттере банк ирĕк памасăр тата ипотекăна хупмасăр сутма е урăх йышши регистраципе право ĕçĕсене пурнăçлама юраманнине тỹрех ăнланатăн.
Хваттерĕн е çĕр участокĕн свидетельствине малтанах илнисен ăна васкасах выписка çине улăштарма кирлĕ мар. Саккун палăртнă тăрăх, свидетельствăна влаçăн патшалăх, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем, судсем тата ытти яваплă органсем выпискăпа танах йышăнĕç. Свидетельствăна выписка çине улăштарас текенсем çак ĕçе Раççей реестрĕн сайчĕ урлă онлайн йĕркепе ыйтса яма пултараççĕ.
Экспертсен шухăшĕпе, онлайн мелпе выписка илес йĕрке малашне ĕç тухăçлăхне пысăклатĕ тата вăраха кайнă регистраци юхăмĕпе, ку сферăри коррупци палăрăмĕсемпе кĕрешме май парĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"