03 августа 2016 г.
2016 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен Следстви комитечĕ çине тăнипе пластик чỹречесен конструкцине хатĕрлемелли ГОСТ-а улăштараççĕ. "Раççей хаçачĕ" пĕлтернĕ тăрăх, малашне производительсем конструкцисене ачасем чỹречерен тухса ỹкессинчен хỹтĕлекен ятарлă питĕрмелли механизмсăр сутаймĕç.
Юлашки çулсенче ачасем нумай хутлă çуртсенчи хваттер чỹречисенчен тухса ỹкнĕ тĕслĕхсем чăннипех нумайланчĕç. Сăмахран, Киров обла-çĕнче ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ пулманнипе темиçе пăтăрмах пулнă. Килте хăйсем тĕллĕн юлнă ачасем чỹречери москитлă сетка çине таяннă, унтан чỹрече пайĕсемпе пĕрле ỹкнĕ. Июнĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта инкек пулнă. Хваттерте пĕччен юлнă 5 çулхи арçын ача виççĕмĕш хутри чỹречерен тухса ỹкнĕ. Телее, вăл чĕрĕ, анчах тĕрлĕ сурансемпе арçын ачана республикăри ача-пăча больницине леçнĕ.
Сăмах май, пластик чỹречесене лартмалли тата туса кăлармалли регламента пăхăнмалли патшалăх стан-дарчĕсене тишкернĕ май конструкци çинче ятарлă питĕрмелли механизм пулнă пулсан инкексенчен хăтăлма май пулнă. Анчах та ун пек механизмсем питĕ кирлĕ тесе шутламанран вĕсене лартман. Раççей Следстви Комитечĕ ыйтнипе Росстандарт хушăвĕпе "Чỹрече блокĕсем. Пĕтĕмĕшле техника условийĕсем" ГОСТ-а улшăнусем кĕртнĕ. Вăл сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕмелле.
Малашне шкулсенчи, ача сачĕсенчи тата пурăнмалли çуртсен пур чỹречисен комплектацийĕнче хăрушсăрлăх çăрисем пулмалла. Вĕсем чỹрече уçăлса каясран блокировкăпа тивĕçтермелле. ГОСТ-а улшăну кĕртнине кура Следстви Комитечĕ чỹрече туса кăларакансене чỹрече конструкцийĕ-сене халех çĕнĕ йĕркепе туса кăларма ыйтнă.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"