АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 30 çула яхăн сцена çинче

05 августа 2016 г.

Паян районта культурăна аталантарассишĕн тимлекен Александр Николаевич Самсоновăн 50 çулхи юбилейĕ.

А.Самсонов 1966 çулхи августăн 5-мĕшĕнче II Хурашаш ялĕнче кун çути курнă. Çемьере тăватă пĕр- тăван ỹснĕ, Саша - виççĕмĕшĕ. Вăрлăхне кура çимĕçĕ, теççĕ.

Ашшĕ, Николай Кузьмич, ачисемшĕн те, район çыннисемшĕн те яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Николай Самсонова хăй вăхăтĕнче (йывăр тăпри çăмăл пултăр) районта пĕлмен çын та пулман пулĕ. Вăл Ленин ячĕпе хисепленнĕ колхоза 25 çул хушши ертсе пынă. Ăна ялхуçалăхĕнче нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн, пысăк çитĕнỹсем тунăшăн КПСС Чăваш обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Канашĕ темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе чысланă, 1984 çулта "ЧАССР ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят парса наградăланă.

Юрлама Саша çуралсанах тытăннă темелле. Акă пурнăçри хăш-пĕр самантсене аса илсен çакна кала-малла: ашшĕ (колхоз председателĕнче ĕçленĕ вăхăтра) час-часах уй-хирте ĕçлекенсем патне мотоциклпа пĕчĕк Сашăна та илсе çỹренĕ. Уй-хир ĕçченĕсем Сашăна юрлама ыйтнă. Пĕчĕк Самсонов кăмăлласах хăйĕн уçă сассипе шăрантарнă юрăсем - колхоз ĕçченĕсен кăмăлĕ те çĕкленнĕ, ĕçĕн хăвăртлăхĕ те ỹснĕ. Пĕчĕк Саша юрланине ял лавккинче те кăмăлланă. Унта та вăл тăтăшах пĕчĕк концерт лартса панă.

Шкулта вĕреннĕ вăхăтра та Александр Самсоновсăр пĕр мероприяти те иртмен. Ача пĕчĕклех юрлама ăста пулнине тата унăн сассине упраса хăварас тесе 14 çула çитнĕ арçын ачана, ỹт-пĕвĕ аталаннă тапхăрта, шкулти учительсем пĕр вăхăт юрламасăр пурăнма сĕннĕ - çав вăхăтра сасса сыхласа хăварма пултарнишĕн паянхи кун та савăнать вăл.

Çар ретĕнче тăнă вăхăтра та Александр Самсонов юрлама пăрахман, унта вăл юрă пуçласа яраканни пулнă.

А.Самсонов ĕç стажне культура енĕпе 1987 çулта II Хурашашри Культура çуртĕнче заведующи тивĕ-çĕнчен пуçланă. Хăйĕн пĕлĕвĕ çителĕксĕррине туйса çав çулах тĕп хуламăрти Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ.1991 çулта вăл пĕлĕвне Саратоври патшалăх консерваторийĕнче тăснă.

1996 çулта Чăваш патшалăх филармонийĕнче солист-вокалистра ĕçлеме тытăннă. Александр Самсонов хăйĕн сассипе Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне çитсе халăха савăнтарнă. Чăваша чапа кăларнă çынсем - И.Я.Яковлев 150 çул тултарнине, Çеçпĕл Мишши 100 çул тултарнине халалланă Мускаври уявсене те хутшăннă. Уйрăмах вăл вăрçăпа тыл ветеранĕсемпе шкул ачисем, воин-интернационалистсем умĕнче юрласа ырă ĕçсем тума кăмăллать. Унăн репертуарĕн-че 500 яхăн произведени: классикăран пуçласа паянхи авторсем таранах.

Юрласси вара кукамăшĕнчен куçнă тесе шухăшлать Александр Николаевич. Кукамăшĕ те музыкăна лайăх ăнланнă, сасси янравлă пулнă. Александр Николаевич çултан-çул пĕлĕвне ỹстерсех пынă. Вăл виçĕ аслă пĕлỹ илнĕ: музыкант (1996 çул), менеджер (1999 çул), юрист (2003 çул).

2006 çултанпа А.Самсонов районти культурăпа спорта аталантарса ертсе пырать. Начальник тивĕçĕсене пурнăçласа пынисĕр пуçне вăл районти мероприятисене ЕРТСЕ ПЫРАКАНĔ ТЕ, ЮРĂÇ ТА, СПОРТСМЕН ТА. Александр Николаевич районти, республикăри спорт мероприятийĕсене хутшăнса пысăк кăтартусем туса район чысне тăтăшах çĕклет.

Çавăн пекех А.Самсонов Раççейри, республикăри мероприятисене, конкурссене хутшăнать. Ăна чылай конкурсăн жюри председателĕ пулма та шанаççĕ. 2010 çултан вара пĕр улшăнмасăр регионти "Вирьял шевлисем" конкурсăн жюри председателĕ, регионсем хушшинчи "Иксĕлми çăлкуçсем" фольклор коллективĕсен радиоконкурсĕсен членĕ те. Районта 80-мĕш çулсен юрри-кĕввине тĕпе хурса вокал инструменчĕсен ансамбльне йĕркелесе ячĕ.

Иртнĕ çулта вăл тăрăшнипех район Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 100 пин тенкĕлĕх Грантне çĕнсе илчĕ.

Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ. Александр Николаевича Чăваш Патшалăх Канашĕ, Чăваш Республикин Культура министерстви, ЧР Физкультура, спорт тата туризм министерстви, Чăваш Республикин муниципал- лă пĕрлешỹсен Канашĕ, "Чăвашрессовпроф" президиумĕ, Чăваш наци конгресĕ, Самар облаçĕн Культура министерстви сахал мар Хисеп грамотисемпе наградăланă, Чулхула облаçĕнчи культура енĕпе ĕçлекен комитечĕ, Тюмень облаçĕн-чи национальность ĕçĕсен комитечĕ, ЧР Физкультура, спорт тата туризм министерстви, республикăри вĕренỹ институчĕ, наци библиотеки, "Чавал" ентешлĕх, район администрацийĕн тата Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕсем чылай Тав çырăвĕсемпе чысланă. 2011 çулта вăл "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçрĕ.

Районта пурăнакансене те Александр Самсонов концерт тата бене-фис йышши тĕлпулусем йĕркелесе хăйĕн пултарулăхĕпе сахал мар савăнтарать. Унăн музыкăсăр, таса та уçă сассипе шăрантарнă юрăсен мероприятине те çынсем нумаййăн хутшăнаççĕ. Унăн пултарулăхĕ пире кашни кун хăйне евĕрлĕхпе савăнтарать, чĕресене тыткăнлать, çутă пуласлăх парнелет.

Александр Самсоновăн пултарулăхĕ ан иксĕлтĕр...

А.САН.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика