05 августа 2016 г.
Июлĕн 13-мĕшĕнче пĕр çемьене Тралькасси ялĕнче пĕччен пурăнакан кил хуçи хĕрарăмĕ тĕп сакайĕнчи ĕçсене тума пулăшма ыйтнă. Ĕçленĕ вăхăтра пĕри кантăк банкăра укçа пуррине курса "пуйма" шутланă, вăрттăн 26 пин тенкĕ укçа вăрланă. Ĕçлесе пĕтерсен хайхискер преступлени тунă вырăнтан тухса кайса йăкăртнă укçапа хăйне кирлĕ пек усă курнă.
Кил хуçи пĕлтернĕ тăрăх, 10 сехетре вĕсем ĕçлесе пĕтернĕ, вăл вĕсене çитернĕ-ĕçтернĕ те пулăшнăшăн 2 пин тенкĕ укçа панă. Кун хыççăн вăл тĕп сакайне анса та пăхман. Июлĕн 16-мĕшĕнче вара тĕрĕслесе пăхас тенĕ, укçи вырăнта пулманнине курсан тỹрех полици ĕçченĕсене чĕннĕ. Пуяс шутли хăйĕн айăпне йышăннă, 25 пин тенкине тавăрса панă. Çапла майпа вăл çын укçине вăрласа РФ УК-н 158 статйин 2-мĕш пайĕн "в" пункчĕпе пăхса хунă преступление тунă. Ку уголовлă ĕçе суда ярса патăмăр.
Э.КОНДРАТЬЕВ, следователь.
Источник: "Пирěн пурнăç"