АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 6 уйăхра пин те 202 çын пулăшу ыйтрĕ

10 августа 2016 г.

Районта 14 пин те 975 çын пурăнать, вĕсенчен 4914-шĕ районти социаллă хỹтлĕх пайĕн пулăшăвĕпе усă курать. Кăçалхи çур çулта вĕсене 39 млн ытла тенкĕлĕх пулăшу патăмăр.

Пĕтĕмпе учетра 2 пин те 722 ĕç ветеранĕ тата ĕç стажĕ çитнипе "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ 836 çын тăрать. Уйăхсерен 1 пин те 165 ачашăн 675 ашшĕ-амăшĕ пособи илсе тăрать, ача пăхнăшăн 110 амăшне кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче 3 млн ытла тенкĕ пособи парса пулăшрăмăр, ача çуратнăшăн пĕр хутчен паракан пособие 26-ăн тивĕçрĕç, 24 ача амăшне ачисене туллин апатлантарма 28 пин ытла тенкĕ укçан компенсаци патăмăр, виçĕ е ытларах ачаллă 79 çемье кăçалхи çур çулта пĕтĕмпе 5 млн яхăн укçа илчĕ. 2012 çултан пуçласа республика паракан амăшĕн капиталне 151 çемье тивĕçрĕ, вĕсенчен 21-шĕ унпа кирлĕ пек усă та курчĕ.

Регион паракан çăмăллăхсемпе районти 2 пин те 226 çын усă курать, вĕсене валли кăçалхи ултă уйăхра 15 млн тенкĕ уйăрнă. Федераллă çăмăллăхсемпе 1 пин те 351 çын 2 млн ытла тенкĕлĕх усă курчĕ. Ялти 607 специалиста 4 млн яхăн тенкĕлĕх коммуналлă пулăшупа тивĕçтертĕмĕр. 317 çемье коммуналлă пулăшушăн тỹлеме 1 млн тенкĕлĕх субсиди илчĕ. Ĕçлемен 22 гражданина юлашки çула ăсатма 116 пин тенкĕ социаллă пособи патăмăр.

Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 10 вăрçă инваличĕ шутланчĕ. Кăçал 7 ветеран пурăнмалли вырăна лайăхлатма свидетельство илчĕ, Указ пурнăçа кĕнĕренпе - 264 ветеран. "Реабилитационный центр для ветеранов и инвалидов "Вега" республикăри патшалăх учрежденийĕн путевкине илме черетре 121 çын тăрать. Кăçал путевка илме 6 заявлени çырнă, 5-шĕ путевка илнĕ.

Валентина КАЗАКОВА, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика