10 августа 2016 г.
Çуллахи вăхăтра час-часах аслатиллĕ çумăрсем çуса иртеççĕ. Çиçĕм - çутçанталăкăн тĕлĕнмелле пулăмĕ. Куçа илĕртнине пăхмасăр çак вăхăтра çĕр çине хăватлă электричество разрячĕ анать. Çак вăхăтра ток вăйĕ çĕр çинче 10 пин амперпа, напряжени вара вун-вун миллион вольтпа танлашать. Çынсем ĕлĕк-авалах çиçĕмрен хăранă. Ахальтен мар... Çиçĕм çапнипе вилнĕ тĕслĕхсем кашни çулах тĕл пулаççĕ. Нумаях пулмасть-ха Чулхула облаçĕнче пĕр пысăк мероприяти вăхăтĕнче тата Вăрмар районĕнче кĕтỹ пăхакан хĕрарăмпа кун пек инкек пулнăччĕ.
Çумăр çунă вăхăтра алăран алла тытса утма юрамасть, пĕрине çапсан теприне те лекет. Çавăн пекех ку вăхăт-ра пляжсенче, спорт площадкисенче пулассинчен пăрăнмалла. Шыв çинче (кимĕпе пулсан та) хăрушлăх тата пысăкрах. Çиçĕм аякра çапсан та электричество разрячĕ шыв çийĕн хăвăрт сарăлнипе ишекене лекет. Çавăнпа аслатиллĕ çумăр çывхарнине курсан шывран çыраналла хăвăртрах тухмалла. Тумтире, атă-пушмака типĕ тытма тăрăшмалла, тимĕр япала çумне перĕнмелле мар, тимĕр япаласене алăран пăрахмалла. Енчен те эсир аслати вăхăтĕнче уйра е вăрманта пулсан мĕнле сыхланмалла-ха? Çỹллĕ йывăçсемпе юпасем (электропередача, телефон юписем) çумне пытанмалла мар. Юман, чăрăш, хыр тата тирек йывăççисене аçа ытларах çапать. Вăрманта чух лутрарах çăра тĕмсем хушшине пытанăр. Енчен те эсир уйра пултăр-тăк типĕ айлăма, çырмана пытанма тăрăшăр е кукленсе ура тăрри çине пусса ларăр. Çĕрпе перĕнесси кун пек пĕчĕк. Тем тесен те утă купи çумне, айне пытанма юрамасть.
Çумра телефон, планшет, смартфон пулсан сỹнтерсе хурăр, мĕншĕн тесен тимĕр кăна мар, радиохумсем те çиçĕме туртса илеççĕ. Аслати вăхăтĕнче уçă транспорт (велосипед, мотоцикл, мопед) хăрушлăх кăларса тăратать. Енчен те эсир автотранспортпа пулсан автомобиле чарăр, чỹречисене хупăр, çанталăк лăпланиччен шалтах кĕтсе ларăр, машинăн тимĕр пайĕсене ан тĕкĕнĕр. Тухмалла пулсан хăвăрт сиксе тухăр. Çиçĕм çĕре лекрĕ пулсан, унтан 100 метр радиусра пулнă çын вилме пултарать. 200 метр радиусра пулсан çыннăн чĕре ритмĕ пăсăлать, чĕре тапни илтĕнми пулать. Çапла çиçĕм çапрĕ пулсан вăл тỹрех вилессине пĕлтермест. Ăна медицина пулăшăвĕ парсан организм ĕçлесе каять. Çавăнпа вилнĕ тесе çирĕплетме васкамалла мар. Çиçĕм çапнă çынна çĕр айне хуни пысăк йăнăш шутланать, кун пек тума юрамасть. Чи малтанах вăл сывланине тĕрĕслĕр. Чĕре тапни илтĕнмесен инкек тỹснĕ çынна вăхăтра искусственнăй майпа сывлама пулăшмалла, чĕрене массаж тумалла. Унтан хăвăртрах больницăна илсе çитермелле.
Сыватмăша тỹрех илсе кайма май пулмасан вĕри чей ĕçтермелле те лăпкăлăхпа тивĕçтермелле. Пит-куçне, кăкăрне йĕпе алшăллипе сăтăркаламалла. Пиçсе кайнă вырăнсене таса татăкпа витмелле, калаçтармалла мар, наçилкка çине айăккăн (хăсас пулсан) выртармалла. Васкавлă пулăшу килессе кĕтмелле. Çак йывăрах мар хăрушсăрлăх пра-вилисене аслати вăхăтĕнче пăхăнма хăнăхăр, хăвăра сыхлама тăрăшăр.
Г.ТЮРИНА, республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрĕн врачĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"