АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сунар тапхăрĕ çывхарать

12 августа 2016 г.

Сунарçăсен тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк тытмалли çуллахи- кĕрхи тапхăрĕ çывхарса килет. Вăл кăçал августăн 20-мĕшĕнче пуçланать те октябрĕн 31-мĕшĕнче вĕçленет. Сунар тапхăрĕ пуçланиччен сунарçăсен взнос укçи тỹлемелле, унсăрăн путевка илнĕ чухне нимĕнле çăмăллăх та пулмасть. Путевка илнĕ чухне сунар билечĕсем тата пăшал усрама полици ирĕк пани кирлĕ пулать. Унсăр пуçне сунар хуçалăхĕнче ĕçлени çинчен сунар билечĕ çинче çырса пичет пусса çирĕплетмелле. Вунă кун ĕçлесе панисене путевка хакне 50 процент чакарса параççĕ. 15 кун ĕçлесен вара - тỹлевсĕрех. Путевкăсене августăн 18-мĕшĕнче 10 сехетрен тытăнса пама пуçлаççĕ.

Сунарта çỹренĕ чухне çапкаланса çỹрекен йытăсемпе кушаксене пĕтерме тăрăшмалла. Ула кураксене те пĕтерме юрать. Халĕ хăш-пĕр хăрушсăрлăх правилисене аса илтересшĕн. Пăшалпа çынна тĕллеме тата ун еннелле кĕпçине тытма юрамасть. Пăшала çынна пама тата унпа ял хушшинче пеме кирлĕ мар. Пур сунарçăн та ял çывăхне çитиччен (800 метр) патронсене кăларса пăшалне чехола хумалла. Сунарта шавланă тата чăштăртатнă еннелле пеме васкамалла мар. Малтан тискер кайăксене куçпа курмалла, ун хыççăн кăна ним хăрамасăр пеме юрать.

Сунар тапхăрĕ вĕçленнĕ хыççăн пур сунарçăн та путевкăсене 15 кун хушшинче тавăрса памалла. Тавăрса паман сунарçăсене хĕллехи тапхăр вăхăтĕнче путевка памасан та пултараççĕ.

Сунар - усăллă та интереслĕ кану. Унта пурте пĕр тан, аслисене хисеплемелле, улталамалла мар, юлташсене пулăшма яланах хатĕр пулмалла.

А.ЭЛЕМЕНКИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика