12 августа 2016 г.
Августăн 20-мĕшĕнче "Кĕр парнисем" уйăхлăх пуçланать. Çавна май Шупашкар хулин кашни районĕнчех ялхуçалăх продукцийĕн çĕнĕ тухăçне сутма тытăнаççĕ. Ярмăрккă тăватă площадкăра ĕçлĕ: Калинин районĕнче икĕ вырăн ("ДАР" ТЯО рынок территорийĕнче, 324 Стрелоксен Дивизийĕ урамĕнчи 22-мĕш çурт, "Фиалка" суту-илỹ центрĕ çывăхĕнче, Эгер бульварĕн 40-мĕш çурчĕ патĕнче), Ленин районĕнче ("Николаевский" суту-илỹ комплексĕн территорийĕнче, Николаев урамĕнчи 14 "а" çурт патĕнче) тата Мускав районĕнче ("Çурçĕр" пасар территорийĕнче, Мускав проспекчĕн 40 "а" çурт патĕнче) - пĕрешер.
Ялхуçалăх продукцине сутакансене суту-илỹ вырăнĕсене тỹлевсĕрех уйăрса параççĕ. Ярмăрккăра ветерансене, пенсионерсене, инвалидсене, нумай ачаллă çемьесене продукцие тỹлевсĕрех çитерсе параççĕ. "Кĕр парнисем" уйăхлăх октябрĕн 16-мĕшĕччен пырать.
А.ЗАМУТКИНА.