17 августа 2016 г.
Май уйăхĕнче пĕр хĕрарăм ыйтнипе Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацийĕ ĕç саккунне пăхăннине тĕрĕслерĕмĕр. Малтанах хĕрарăм районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăнă. Унтан унăн направленийĕпе Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацине обществăлла ĕçсене пурнăçлама делопроизводителе вырнаçнă. Вăхăт иртсен асăннă хĕрарăм ĕçрен тухма ыйтса çырнă. Анчах та темшĕн ĕçпе тивĕçтерекен хăйĕн ĕçченне ĕç укçин юлашкине тỹлеме васкаман. Ахалех ĕçлеттересшĕн пулнă-ши? Граждансене пĕлме: РФ Конституцийĕн 37 статйипе килĕшỹллĕн, кашнийĕн хăрушсăрлăх тата гигиена ыйтнисене пăхăнакан условисенче ĕçлеме ирĕк пур. Федераллă саккунпа шалу ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен сахал пулма кирлĕ мар. РФ Ĕç кодексĕн 4 статйипе килĕшỹллĕн никама та вăйпа, ирĕксĕр ĕçлеттерме юрамасть. Ирĕксĕр ĕçлеттерни шутне ĕç укçине вăхăтра, унăн суммине туллин тỹлеменни кĕрет. Ĕç килĕшĕвне татсан ĕçпе тивĕç-терекен ĕçчене ĕçлесе илнĕ пур суммăна та туллин тỹлесе татма тивĕç.
С.ДАНИЛОВ, район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан.
Источник: "Пирěн пурнăç"