19 августа 2016 г.
Ĕçне кура хисепĕ теççĕ халăхра. Акатуйра Тралькасси ял тăрăхĕнчи Алексей Иванович Воронов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ. "Нива" ялхуçалăх производство кооперативĕ аван аталанса пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Вăл çуракие те вăхăтра йĕркелесе ирттерет, тыр-пула та тивĕçлĕ, тăкаксăр пухса илме тăрăшать.
Кăçал акă мучикассисем пуринчен те малтан тырă вырса пĕтерчĕç. 835 гектартан 2160 тонна тĕштырă пухса кĕртрĕç. Кашни гектар пуçне 26 центнера яхăн тыр-пул илчĕç. Çакăнта, паллах, Алексей Воронов тĕп агрономăн тỹпи те пур. Хуçалăхра вунă çул ытла ĕçлет çамрăк çын. Малтанхи ултă çулне, Етĕрнери професси училищин филиа-лĕнчен тракторист-машинист специальноçне алла илнĕ хыççăн, трактористра ĕçленĕ. Çав хушăрах Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕнче куçăмсăр майпа агронома вĕренсе тухнă. 2011 çултанпа хуçалăхра ỹсен-тăран отраслĕшĕн яваплă вăл. Т
ивĕç çăмăлах мар пулин те тăван çĕре юратни йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшать. Çĕре хисеплеме пĕлсен, унпа тĕрĕс усă курсан çеç вăл тухăçпа савăнтарнине лайăх пĕлет çамрăк.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"