19 августа 2016 г.
Августăн 17-мĕшĕнче Туканаш ялĕнчи пĕр хуçалăхра пушар тухнă. Юрать, пĕччен пурăнакан кил хуçи килĕнче пулман, çав ялти пĕр çемьене вутă татса пулăшнă. Унта вăл вут-çулăм тухиччен çур сехет маларах кайнă пулнă. Ял çыннисем çурт тĕтĕмленнине асăрханă та пушар хуралĕн ĕçченĕсене чĕннĕ. Инкек сăлтавне тĕпчетпĕр. Пушар электропралукран та, пирусран та тухма пултарнă. Хисеплĕ район çыннисем, ан манăр, пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни çунса кайнă пурлăхпа кăна мар, çын пурнăçĕ татăлнипе те вĕçленме пултарать.
А.ЯРАБАЕВ, районти пушар асăрхавĕн патшалăх инспекторĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"