АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕпĕр язвинчен хỹтĕленме пĕлес пулать

19 августа 2016 г.

2016 çулхи июнь уйăхĕн-че автономиллĕ Ямал-Ненец округĕнче пăлансем хушшинче (1500 пуç чирленĕ, 1200 пуç пăлан вилнĕ) Çĕпĕр язви тухнă тата çынсем массăллă майпа чирлеме пуçланă (вилнисем те пур). Çакна кура район халăхĕн пирĕн тăрăха чир килсе ан лектĕр тесен тĕп правилăсене пĕлмелле.

Çĕпĕр язви - чĕрчунсене тата çынна ерме пултаракан чи хăрушă инфекци чирĕсенчен пĕри. Чи малтанах çак чире шултра мăйракаллă выльăх парăнать, буйволсем, лашасем, ашаксем, пăлансем, тĕвесем чирлесси пысăк, сыснасем - ун пекех мар. Çĕпĕр язвине пуçаракан вирус çирĕп пулнипе уйрăлса тăрать. Вăл çĕр ăшĕнче çĕршер-çĕршер çул упранма пултарать. Чирĕн паллисем те, вăрах-лăхĕ те тĕрлĕрен. Питĕ хăвăрт ерсен чĕрчунăн шăнăр туртать, сулланса утать, ỹкет, сăмсаран е çăвартан юн тухать, 30-60 минутран вилет. Çивĕч форма чух чир вăраха пырать. Малтанах выльăх апат япăх çиме пуçлать, сĕт чакарать. Выльăх пăруллă пулсан пăрахас хăрушлăх пысăк. Сыснасен Çĕпĕр язви ангина чирĕ евĕр иртет, мăйĕ шыçать. Тĕпрен илсен, чир выльăхсене, чĕрчунсене апат тата шыв урлă, çавăн пекех хурт-кăпшанкă сăхсан, сывлав органĕ урлă ерет. Çĕпĕр язви çынна мĕнле майпа ерет? Çынна чир ветеринарипе санитари тĕрĕслевĕ витĕр тухман выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем урлă, иккĕленỹллĕ суту-илỹ вырăнĕсенче продукци туянсан ерме пултарать. Çавăн пекех чирлĕ выльăха пăхнă, пуснă, тирне сỹнĕ, аш-какайне тирпей-ленĕ, виллине пытарнă чух çын чир ертес хăрушлăх пысăк. Çĕпĕр язвин микробĕ лекнĕ чĕрчун тирне, çăмне тытсан та ерет.

Мĕнле хỹтĕленмелле? - выльăх хуть мĕнле майпа вилсен те, чирлесен те районти ветеринари учрежденине пĕл-термелле (телефон: 2-10-53, 2-19-64, 2-18-74); - выльăха пусас умĕн ветеринари специалистне пăхтар-малла; - вилнĕ выльăха харпăр хăй тĕллĕн пытармалла мар; - енчен те чире регистра-циленĕ пулсан чирлĕ выльăха, продукцие, чĕртавара ялтан илсе тухма юрамасть; - иккĕленỹллĕ суту-илỹ вырăнĕсенче ветеринари докуменчĕсĕр сутакан выльăх-чĕрлĕх продукцине туянма юрамасть; - килти выльăха пуснă чухне (ветеринари специалисчĕ пăхнă хыççăн) хỹтĕлев хатĕрĕсемпе (резина перчеткепе, халатпа) усă курмалла; _ чирĕн малтанхи паллисене асăрхасан çыннăн васкавлă медицина пулăшăвĕ чĕнмелле.

Г.СТЕКОЛЬЩИКОВ, районти чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика