19 августа 2016 г.
Ытларикун, августăн 16-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ 39-мĕш сессийĕ иртнĕ. Унăн тĕп пĕтĕмлетĕвĕсем пирки ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ ("Единая Россия" фракци) Николай Владимирович Малов комментари парать: - Чăваш Республикин 2016 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртесси иртнĕ сессин тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри пулчĕ. Улшăнусем ырă еннелле ытларах. Тупăш пайĕ 4,3 миллиард тенкĕлĕх ỹсрĕ. Ку ỹсĕм федераци хыснинчен 3,7 миллиард тенкĕ куçнипе ытларах пулчĕ. Çакă та савăнтарать, пирĕн вырăнти налуксен тата бюджетăн ытти тупăшĕсем 580 миллион тенкĕлĕх ỹсрĕç. Ку - план кăтартăвĕсене самаях ỹстерни. Çакă пĕтĕмпех республика ертỹçи Михаил Игнатьев ертсе пынипе пĕрлĕхлĕ команда килĕштерсе кал-кал ĕçленипе, федераци правительствипе, ЧР Патшалăх Канашĕнче тата РФ Патшалăх Думинче "Единая Россия" фракци депутачĕсемпе тачă çыхăнура пулнипе пурнăçланчĕ. Шел те, бюджета улшăнусем кĕртессине пĕр саслăн йышăнмарĕç. "Справедливая Россия" фракци сасăласран тытăнса тăчĕ. Эпир вара, "Единая Россия" фракци, 4 миллиард ытла укçа-тенкĕне хусканусăр тата Чăваш Республикин аталанăвĕшĕн ĕçлемесĕр вырттарма пултараймастпăр. Ку укçа-тенкĕне тăкакласси çинчен калас-тăк, ытларах пайĕ çул-йĕр строительстви çине кайĕ. Çав шутра хула округĕсенчи çулсене тума 610 миллион, юсама тата пăхса тăма 374 миллион. 900 миллион ытла тенкĕ вĕрентỹ валли кайĕ, вĕсенчен 583 миллион - çĕнĕ шкулсем çĕклеме, 141 миллион - икĕ çĕнĕ ача сачĕ тума. Федераци бюджетĕнчен тĕллевлĕ хушма укçа культурăна, çавăн пекех туризмпа социаллă сферăна, физкультурăпа спорта аталантарма, пĕчĕк тата вăтам бизнеса, агропромышленность комплексне пулăшма килнĕ. Çакă 2016 çулхи бюджетăн тупăш пайне иккĕмĕш хут палăрмаллах ỹстерни пулчĕ. Аталану кăтартăвĕ-сем çирĕп. Тепĕр созыври депутатсем те çак ыйту патне таврăнасса, хушма укçа-тенкĕне тăван Чăваш Енĕн халăх хуçалăхне тата социаллă сферине аталантарма вăхăтра яма "Единая Россия" фракцин çирĕп тĕллевлĕ ытларах пайĕ çителĕклĕ пуласса ĕненетĕп.
Источник: "Пирěн пурнăç"