АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ене савса ĕçлеççĕ тăрăшса

24 августа 2016 г.

Çамрăксем - пирĕн пуласлăх тетпĕр. Шăпах вĕсем çитес вăхăтра тăван çĕршыв-шăн яваплă пулĕç, аслă ăру ят-сумне чыслă тытса пырса ĕçне малалла тăсĕç. Калас пулать, район администрацийĕ çамрăксен ыйтăвĕсене пысăк тимлĕх уйăрать, вĕсене валли пурăнма, хăйсен пултарулăхне туптама тивĕçлĕ условисем туса пама тăрăшать. Çак тĕлĕшпе районта тĕллевлĕ программа та пурнăçланать. Унпа килĕшỹллĕн çамрăксене района илĕртес, предприятисемпе организацисене ĕçлеме явăçтарас тата пултаруллă та талантлă çамрăксене тупса палăртас тĕллевпе августăн 18-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ "Пуласлăх пирĕнте" çамрăксен фестивалĕ иртрĕ.

Район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов пухăннисене фестиваль уçăлнă ятпа саламларĕç, районта ĕçлес текенсене хапăл туса йышăннине палăртрĕç. Яланхи пекех çамрăксен премийĕн лауреачĕсене наградăларĕç. Вĕсем кăçал тăваттăн пулчĕç: район больницин тухтăрĕ Татьяна Кчеткова, Ачкасси ял тăрăхĕнчи ял клубĕн методисчĕ Вера Жерженова, "Нива" ЯХПК тракторисчĕ Сергей Лаптев тата Мишеркассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта физикăпа информатика предмечĕсене вĕрентекен Владимир Храмов. Премие тивĕçнĕ тĕп больницăн функционаллă диагностика тухтăрĕ Татьяна Сергеевна Кчеткова район ертỹлĕхне çамрăксене ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса панăшăн тав сăмахĕ каларĕ.

"Пуласлăх пирĕнте" фестиваль вунă ял тăрăхĕнчен килнĕ çамрăксен командисем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнипе тăсăлчĕ. Ытти çулхисемпе танлаштарсан хальхинче çамрăксем, унпа пĕрлех ял тăрăхĕсен яваплă çыннисем активлăрах пулни, тăрăшса хатĕрленни палăрчĕ. Командăсем пухăннисене хальхи йышши ташă-юрăпа, шỹтлĕ номерсемпе савăнтарчĕç. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче таса та уçă саслă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç, ташăпа спорта юратакансем пуррине пĕлтĕмĕр. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн территорийĕнче вара çамрăксем туллиех пулин те фестивальте темшĕн ял тăрăхĕн ĕçченĕсем хăйсем шỹтлĕ сценкăпа тухрĕç, çакă вĕсем çамрăксене явăçтарайманнине пĕлтерчĕ пулас.

Жюри пĕтĕмлетĕвĕпе, пĕрремĕш вырăна хусанушкăньсем çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Кив Атикасси тата Пантьăк ял тăрăхĕсен командисем тухрĕç, Дипломлă тата парнеллĕ пулчĕç. Ытти командăсем те нимсĕр юлмарĕç, активлă хутшăннăшăн Дипломсене тивĕçрĕç.

Çамрăксен фестивалĕ дискотекăпа вĕçленчĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика