24 августа 2016 г.
Августăн 20-мĕшĕнче тĕп хуламăрта "Кĕр парнисем" ярмăрккă ĕçлеме тытăннă. Уйăхлăх шăпах Шупашкар хула кунĕнче пуçланнăран ялхуçалăх таварĕ-сене туса илекенсем хăйсен суту-илỹ вырăнĕсене чечексемпе, пилешпе, панулмипе тата тĕрлĕ баннерсемпе илемлетнĕ.
Ярмăрккăна Чăвашпотребсоюзăн тăхăр райповĕ хутшăннă, вăл шутра хĕрлĕчутайсем те. Вĕсем те хула çыннисене йỹнĕрехпе купăста, çĕрулми, сухан, ыхра тата ытти пахча çимĕçе сĕннĕ. Ярмăрккăра пахча çимĕçе лавккаринчен 15-30 процент йỹнĕрехпе сутаççĕ. Çĕрулмие 9-12 тенкĕпе, купăстана 9-10 тенкĕпе, сухана 10-11 тенкĕпе, кишĕре 13-14 тенкĕпе туянма май пур. Ялхуçалăх продукцине сутакансене суту-илỹ вырăнĕсене тỹлевсĕрех уйăрса параççĕ. Ветерансене, пенсионерсене, инвалидсене продукцие тỹлевсĕрех çитерсе парса пулăшаççĕ. "Кĕр парнисем" уйăхлăх октябрĕн 16-мĕшĕччен пырать.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"