24 августа 2016 г.
Хăйĕн çуралнă кунĕ тĕлне Шупашкар чаплă парнеллĕ пулнă. Августăн 20-мĕшĕнче "Олимп чемпионĕ Валериан Соколов ячĕпе хисепленекен спорт шкулĕ" физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекс уçнă. Комплекс Эгер бульварĕнче вырнаçнă. Вăл - кăçал уçма палăртнă тăватă спорт объектĕнчен иккĕмĕшĕ. Аса илтеретпĕр, июль уйăхĕнче Маунтинбайк центрне уçнăччĕ. Пĕтĕм спорт общественноçĕ биатлон енĕпе Олимп вăййисем валли хатĕрленмелли регион центрĕн вĕçленсе пыракан строительстви еннелле чăтăм-сăррăн пăхать. Олимп резервĕн ачасемпе çамрăксен ятарлă спорт шкулĕн сĕтелçи теннис тата ухăран перес енĕпе физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекса уçасси те черетре.
Кун пек объектсем çĕкленни Чăваш Ене Раççей регионĕсем хушшинче спорт лидерĕсен йышне çирĕппĕнех кăларать. Республика хăйĕн патĕнче Пĕтĕм Раççейри кăна мар, халăхсем хушшинчи ăмăртусене те тăтăшах йышăнать. Маунтинбайк центрĕ, уçăлнă-уçăлманах, спортсменсене йышăннă. Çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ Раççей чемпионачĕ хальхи спорт сезонĕн пĕтĕмлетĕвĕ пулса тăнă, вăл чылай спортсменшăн кăçалхи пĕлтерĕшлĕ ăмăрту пулнă темелле, мĕншĕн тесен Риора иртнĕ Олимп вăййисене вĕсем хутшăнайман. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕнĕ комплекса уçнă чух республикăра 4000 яхăн спорт сооруженийĕ шутланнине, вĕсенче пĕр вăхăтрах 100 пине яхăн çын çỹресе сывлăхне çирĕплетме пултарнине палăртнă. Çакă республика ертỹлĕхĕн политикин наци сывлăхне çирĕплетес енĕпе тĕп енĕ шутланать.
"Раççей Президенчĕ Владимир Путин пирĕн ума çакăн пек тĕллевсем лартать, кашни çын хăй те, çемйипе те, юлташĕсемпе те спортпа туслашма пултартăр, ырă туйăмсем илтĕр тесе республикăра çĕнĕ те çĕнĕ объектсем хута каяççĕ", - тенĕ Михаил Игнатьев. Юлашки çулсенче спорт инфратытăмĕн пĕтĕмпе 50 яхăн объектне çĕкленĕ тата реконструкциленĕ, нумай функциллĕ пилĕк спорт комплексне, 12 уçă сооружение тата витнĕ виçĕ пăр катокне хута янă. Йĕпреçре стадион-площадка, Çĕмĕрлепе Çĕнĕ Шупашкар хулисенче футбол уйĕсем тунă, Çĕнĕ Шупашкарта лаша спорчĕн комплексне, Вăрнарта витнĕ пăр катокне, Канаш районĕнче мăшăр кĕрешĕвĕн центрне çĕкленĕ. Халăх физкультурăпа спорт занятийĕсене явăçасси пилĕк çул хушшинче пĕрре виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ỹснĕ, 39 ытла процентпа танлашнă.
Источник: "Пирěн пурнăç"