26 августа 2016 г.
Саккунпа килĕшỹллĕн пур ял тăрă- хĕнче те çул çитменнисемпе çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парас тĕллевпе ирттермелли мероприятисен программи пулма тивĕç. Анчах та тĕрĕслев вырăнти хыйтытăмлăх органĕсенче пуринче те çак енĕпе ĕçлеменнине кăтартрĕ. Вĕсем граждансене çар службине хатĕрлеме тивĕç: оборона енĕпе пуçламăш пĕлỹ памалла, вĕренỹ организацийĕсенче тата пункчĕсенче çар службин никĕсĕпе паллаштармалла.
Çамрăксемпе ачасем çарпа патриотизм пĕрлешĕвĕсенче хатĕрленнине малашне призыв комиссийĕнче шута илеççĕ, çар службин тĕсне уйăрма пулăшаççĕ. Ĕçсене пурнăçлама фе-дераллă бюджетран укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Хушма финансировани РФ субъекчĕсен бюджетĕнчен те килме пултарать. Муниципаллă служащисем РФ Конституцине, саккунсене, ытти право акчĕ-сене, уставсене пăхăнма тивĕç. Тупса палăртнă çитменлĕхсем ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ĕçченĕ-семпе пуçлăхĕсем тĕлĕшпе представ-лени тăратма сăлтав пачĕç.
С.ДАНИЛОВ, район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан.
Источник: "Пирěн пурнăç"