26 августа 2016 г.
Грипп тата сывлăш урлă ерекен вируслă инфекцисем ăнсăртран тухса сарăлассинчен сыхланас тĕллевпе район больницинче профилактика мероприятийĕсен планне туса хунă. Унпа килĕшỹллĕн, халăх гриппа е ОРВИ-пе массăллă чирлес хăрушлăх пулсан чирлисене йышăнма, сиплеме стационарта вырăнсем хатĕрлеме, киле çитсе медицина пулăшăвĕ пама тухса çỹрекен икĕ бригада йĕркелеме палăртнă. Çавăн пекех 2016-2017 çулсенчи эпидеми тапхăрĕ валли вăйсене тата укçа-тенкĕ пăхса хунă.
Хальхи вăхăтра район больницине аслисем валли гриппа кĕрешмелли "Совигрипп" вакцинăн пĕрремĕш партийĕ килсе çитнĕ. Вакцинацие августăн 19-мĕшĕнче райбольницăн инфекци пỹлĕмĕнче (108-мĕш пỹлĕм) тума пуçланă. Палăртмалла, юлашки çулсенче районта пурăнакансем грипран прививка тăвассине активлă хутшăнаççĕ. 2015 çулта 4202 çынна вакцинациленĕ, вăл шутра 1102 ачана. Паянхи кун гриппа чирленĕ тĕслĕхе регистрацилемен.
Источник: "Пирěн пурнăç"