26 августа 2016 г.
Çамрăксен тĕпелĕ
Чăваш эстрадинчи юрăçсен ячĕсене хальхи вăхăтра асăнса та пĕтерме çук. Çапах та, ман шутпа, хамăр ентешсене пирĕн пĕлмеллех. Паян пирĕн тĕпел хăни - чăваш эстрадинче палăрнă ентеш Эдуард Комиссаров. Унăн "Чунăмçăм..", "Шур акăш пек", "Чиперкке", "Чăваш хĕрĕ" тата ытти юррисене нумайăшĕ илтнĕ пулĕ. Анчах кам, хăш район каччи юрланине ăнкарсах кайманнисем те пур. Çавăнпа хаçат вулакансене ентешĕмĕрĕн пурнăçĕпе паллаштарас терĕм.
- Эдик, кăштах хăвăн çинчен пирĕн вулакансене каласа пар-ха.
- Эпĕ 1988 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче Мускавра çуралнă, Шулю ялĕнче ỹссе çи- тĕнтĕм. Виçĕ çултан пуçласа кукамай пăхса ỹстерчĕ, атте-анне ăшшине пар-нелерĕ. Шăпа çапла пỹрнĕ... Çавăншăн кукамая тав сăмахĕ калас килет. Шулю ялĕнчи шкулта тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕрентĕм. Кайран салтака ăсатрĕç. Служба лăпках мар çĕрте, Кавказра, унтан Кăнтăр Осетинчи Цхинвалта иртрĕ. Телее, каялла сывах çаврăнса çитрĕм. Çартан таврăнсан Шупашкарти право академи- йĕнчен юриста вĕренсе тухрăм.
- Шкул çулĕсем аса килеççĕ-и?
- Паллах, уйрăмах Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕреннĕ çулсем ăшă аса- илỹпе таврăнаççĕ. Юрий Николаевич Шереметьев, Валерий Иванович Мастеркин вĕрентекенсем çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç, çапах вĕсем асăмра. Тамара Федоровна Иванована, Людмила Алексеевна Михуткинана тата ытти вĕрентекенсене, пĕрле вĕреннĕ тус-юлташа час-часах аса илетĕп. Кăçал эпир шкултан вĕренсе тухнăранпа 10 çитрĕ. Тен, çак ятпа вĕсемпе тĕлпулăпăр та.
- Кала-ха, юрласси мĕнрен пуç-ланчĕ? Эстрада енне кам çул кăтартрĕ?
- Мĕнле калаççĕ-ха, кампа тусла-шатăн, хутшăнатăн, çавăн пек пулатăн, теççĕ. Çамрăк чух вара таçта та çитетĕн, паллашатăн. Мана та Эдуард Табаев композиторпа туслашма тỹр килчĕ. Каярахпа мана валли юрă çуралчĕ. Сцена çине тухса юрлама ачаранах юрлас килни, чунра çак туртăм пурри те хĕтĕртрĕ пуль...
- Пĕрремĕш хут сцена çине тухнине астăватăн-и? Мĕнлерех туйрăн ун чух хăвна?
- Питĕ лайăх астăватăп. Чă- ваш патшалăх филармонийĕнче юрла- нăччĕ, пăлханмасăр пул-ман, паллах...
- Чăваш эстрадинче сана хăш юрăç ытларах килĕшет?
- Нихăшне те уйăрса калас килмест манăн. Сăмахран, вырăс юрăçи-сенчен Григорий Лепс пултарулăхĕ килĕшет, чă- вашсенчен Алексей Шад-риковăн.
- Хăш композиторпа, сăвăçпа çыхăну тыта-тăн?
- Эдуард Табаев, Ольга Кондратьева, Типшĕм Сашук (Александр Его-ров), Вăрăм Палюк (Вла-димир Рыбкин) тата ытти-семпе те туслă. _ Эсĕ юрлакан "Ан-не" юрăри сăмахсем сан çинчен каланăнах туйăнаççĕ. Тĕрĕс-и, кам çырчĕ ăна? _ Çапла, "пин хут вилсе чĕрĕлнĕ пулăттăм, анне сăнарне пĕр самантлăха курас тесе" е "вăрçăра пулнă чухне анне тỹ- перен сăнаса, хỹтĕлесе тăчĕ пуль" тени ман çинченех. Ку чуна çывăх юрра Александр Егоров сăвăласа кĕвве хыврĕ.
- Сана ытларах халăхра чăваш эстрада юрăçи пек пĕлеççĕ. Çапах та санăн тĕп ĕç мĕнпе çыхăннă?
- Вĕренсе тухсанах юристра ĕçленĕччĕ. Юлашки çулсенче Камчаткăра ĕçлетĕп. Юрăç пулнипех ытлă-çитлĕ пурăнма çук, урăх ĕç шырама тиврĕ. Çулталăкăн ытларах пайне инçетре ĕçлесе пурăнатăп, тăван ене (Çĕнĕ Шупашкара) килсе çỹретĕп.
- Малалла та юрлас ăсталăха аталантарса пырасшăн-и?
- Ĕмĕтлĕ çын çунатлă теççĕ. Эпĕ те çĕнĕ юрăсем çырас, юрлас шухăшпа пурăнатăп. Эстрадăран вуççех кайма шутламан-ха... _ Çулсем хăвăрт иртеççĕ, эсĕ те тепĕр ик çултан виççĕмĕш теçеткене пусатăн. Çемье çавăрма ĕлкĕрнĕ пуль хальччен? _ Паллах, ĕлкĕрнĕ. Ывăл ỹсет.
- Паянхи çамрăксене мĕн суннă пулăттăн?
- Чи малтанах атте-аннене хисеп-лемелле, пулăшма тăрăшмалла. Тата çамрăк чух вĕренмелле. Вĕренни нихăçан та пăсмасть, кирек хăçан та кирлĕ пулать.
- Калаçăва вĕçленĕ май сана çемьере килĕшỹпе ăнлану, ĕçре, пултарулăхра ăнăçу сунатăп. Тавтапуç калаçушăн.
Альбина ЗАМУТКИНА калаçнă.
Источник: "Пирěн пурнăç"