31 августа 2016 г.
Республикăра сывлăх сыхлавне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çакна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2012 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче тухнă 124-мĕш номерлĕ "Чăваш Республикинчи ялсенче пурăнакансене медицинăпа санитари пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕлĕшри хушма мерăсем çинчен" Указне пурнăçласа 2013-2015 çулсенче республикăра 100 ФАП, вăл шутра пирĕн районта ултă ФАП уçни те аван çирĕплетет.
2016-2018 çулсенче вара киввисем вырăнне тата тепĕр 50 ФАП тума палăртаççĕ. 26-шĕ кăçалах уçăлĕ.
Вĕсенчен пĕри эрнекун Ачкасси ял тăрăхне кĕрекен Серенкасси ялĕнче уçăлчĕ. Çĕнĕ йышши социаллă пĕлтерĕшлĕ объекта уçнă çĕре халăх йышлă пухăнчĕ. Унта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин пай начальникĕ, район кураторĕ Марина Александрова хутшăнчĕç. Çавăн пекех район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, Ачкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Игорь Герасимов, район больницин тĕп врачĕ Иван Игнатьев тата ыттисем килсе çитрĕç. Калас пулать, хăй вăхăтĕнче Серенкассинчи фельдшерпа акушер пункчĕ çуртсем кивелсе пынипе тăтăшах вырăнтан вырăна куçса çỹрекелерĕ. Эпĕ хам пĕлессех вăл виçĕ вырăн улăштарчĕ. Хальхи çĕнĕ ФАП вара нумай çулсене çитессе, çирĕп пуласса шанас килет.
Çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне строительсем апрель уйăхĕн вĕçĕнче тума тытăннă. Модульлĕ конструкцисемпе çурт хăпартма республика 2045, 3 пин тенкĕ уйăрнă. Хальхи йышши конструкцисем çуртсене кĕске хушăра хăпартма тата финанссене перекетлеме май параççĕ. Паян ак ФАП çынсене йышăнма та хатĕр. Вăл райбольницăран тăватă çухрăмра вырнаçнă, малашне те Калкасси тата Серенкасси ялĕсенче пурăнакан 400 ытла çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерсе тăрĕ.
Чирлисене кунта Александр Ижеев участок врачĕ, Любовь Матвеева медсестра, çавăн пекех сывлăх сыхлавĕнче 37 çул ĕçлекен Зоя Герасимова фельдшер, Алевтина Капралова санитарка тивĕçлĕ пулăшу кỹрсе тăрĕç. Модульлĕ фельдшер пункчĕ кунта ĕçлекенсемшĕн те чăннипех ырлăх пулмалла. Çуртра тивĕçлĕ оборудовани вырнаçтарнă, çутçанталăк газĕ кĕрет, уйрăм пỹлĕмре хутса ăшăтмалли хальхи йышши кăмака пур, вĕри тата сивĕ шыв кĕрет-тухать. Чирлисене йышăнмалли, эмелсене упрамалли, процедура пỹлĕмĕсем, санузел та пур. Кĕскен каласан, сипленме условисем çителĕклĕ. Ял тăрăхĕн ĕçченĕсем территорие те тирпей-илем кĕртме ĕлкĕрнĕ. Хăнасем, ял-йыш çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне хăйсен куçĕпе курса хакларĕç, ĕçе вăраха ямасăр тата лайăх пурнăçланăшăн строительсене тав турĕç.
Сиплев объектне уçассипе çыхăннă мероприяти районти Культура çурчĕн тата Ачкасси ял тăрăхĕн фольклор ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнипе вĕçленчĕ.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"