АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хваттерсен хуçисем - тăлăхсемпе нумай ачаллисем

31 августа 2016 г.

Августăн 26-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салинчи Ленин урамĕнчи 70-мĕш çуртăн иккĕмĕш корпусне хута ячĕç. Виçĕ хутлă çĕнĕ çуртра ултă тăлăх ача - Пантьăк ял тăрăхĕнчи Марина Толстовапа Елена Трифонова, Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи Александра Андреева, Елена Толстова, Алексей Мокеев, Валентина Нагорова тата нумай ачаллă пĕр çемье - Тракушкăнчи Алина Геннадьевнăпа Владимир Михайлович Александровсем хваттерлĕ пулчĕç.

Çĕнĕ çурта пурăнма куçакансене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Маловпа Валерий Павлов, район пуç-лăхĕ Александр Степанов, райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров, çурта купаланă "Батыревская МТС" ТЯО генеральнăй директорĕ Зофер Халитов саламларĕç, савăнăçлă лару-тăрура хваттер уççисене тата парнесем пачĕç.

Çĕнĕ çуртăн виççĕмĕш хутĕнчи икĕ пỹлĕмлĕ хваттер уççине тивĕçнĕ Алина Александрова - ултă ача амăшĕ. Амăшĕпе пĕрле хваттер уççине илнĕ çĕре ултă çулхи Лиана та килнĕ. 2012 çултанпа черетре тăнă Александровсем хăтлă та çутă, ăшăпа, шывпа тивĕçтернĕ хваттерпе кăмăллă. Мĕн кирли пĕтĕмпех пур - кĕрсе пурăнма сĕтел-пукан илмелле кăна.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика