АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вячеслав НИКОНОВ: "Пирĕн ачасемшĕн, пирĕн пуласлăхшăн чун хĕпĕртет"

31 августа 2016 г.

Вячеслав Никонов - паллă та хисеплĕ çын. СССР-ăн ют çĕршыв ĕçĕсен легендарлă министрĕн Вячеслав Молотовăн мăнукĕ. РФ Патшалăх Думин вĕрентỹ ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комитечĕн Председателĕ, политолог, истори наукисен докторĕ. Телевиденин тĕрлĕ проекчĕсене активлă хутшăнакан. Иртнĕ эрнере вăл ĕçлĕ визитпа Чăваш Енре пулнă.

Унăн тимлĕхĕнче вĕренỹ учрежденийĕсем пулнă. Вячеслав Никонов Ача аталанăвĕн центрĕн (8 № ача сачĕн) ĕçĕпе паллашнă тата Шупашкарти Гладков ура- мĕнче шкул строительствине инспекциленĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Пред-седателĕ Иван Моторин, РФ Патшалăх Думин вĕрентỹ ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хăнапа пĕрле çỹренĕ.

8-мĕш номерлĕ ача сачĕ шкул çулне çитмен ачасен хускану аппарачĕ пăсăлнин профилактикин меслечĕсене тĕрĕслес енĕпе республикăри инноваци площадки шутланать, "Юные чебоксарцы учатся плавать" муниципаллă проекта пурнăçлас ĕçе хутшăнать. Ача садĕнче 15 ушкăн ĕçлет, вĕсене 432 ача çỹрет. Учрежденире сывлăха çирĕплетмелли комплекс туса хунă, ун йышне ача бассейнĕ, фитобар, сауна, тренажер залĕ, спортзал, тăвар тата гидромассаж пỹлĕмĕсем кĕреççĕ. Ача садĕнче ачасене сывă пурнăç йĕркине пăхăнассине явăçтарас ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ валли сывă апат хатĕрлес тĕлĕшпе мастер-классем те йĕркелеççĕ. Кунсăр пуçне кунта гончарпа столяр мастерскойĕсем ĕçлеççĕ, унта занятисем ирттереççĕ. Кунта китай чĕлхине вĕренни Вячеслав Алексеевичшăн уйрăмах асра юлнă. Вĕренỹ телемостпа усă курса дистанциллĕ иртет, ăна Китай Халăх Республикин Аньхойри патшалăх университечĕ йĕркеленĕ. Занятисем тỹлевсĕр иртеççĕ. Çавăн пекех ачасем чăваш тата акăлчан чĕлхисене вĕренеççĕ.

"Кун пек ача сачĕсенче пулсан пирĕн ачасемшĕн, пирĕн пуласлăхшăн чун хĕпĕртет. Кунта хальхи усло-висенче ĕçлеме пултаракан воспитательсем тимлеççĕ, професси хатĕрленĕвĕн чи малтанхи хăнăхăвĕсемпе пултарулăхне аталантарма, сывлăха çирĕплетме тата китай чĕлхине вĕренме майсем пур, кун пеккине чылай çĕрте йĕркелемен", - хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтернĕ Вячеслав Никонов.

Чăваш Енре юлашки виçĕ çул хушшинче 45 ача садне тунă тата реконструкциленĕ, ку енĕпе ĕç малалла пырать. "3 çултан пуçласа 7 çулчченхи ачасем валли эпир пысăк ĕç турăмăр. Çакă малалла туртăннă утăм, вăл хăйĕн уссине парĕ. Халĕ шкул çулне çитменнисене хатĕр-лесси вĕрентĕвĕн шайĕ пулса тăчĕ", - каланă вăл. РФ Патшалăх Думин вĕрентỹ ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комитечĕн Председателĕ 3 çула çитмен ачасем валли ясли ушкăнĕсем уçасси шкул çулне çитменнисен вĕрентĕвĕн аталанăвĕн тепĕр утăмĕ пулнине палăртнă. Вячеслав Никонов çавăн пекех Шупашкарти Гладков урамĕнчи çĕнĕ микрорайонта 1100 вырăнлăх çĕкленекен шкул строительствин ĕçĕпе паллашнă. Вăл Шупашкарта хăйнеевĕрлĕ шкул çĕкленнине палăртнă. Ку объект проекчĕ ытти регионсемшĕн те кирлĕ пума пултарĕ. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тепĕр вĕренỹ çулĕ валли шкула туса пĕтерессине каланă, халĕ вара шкул директорĕпе педагогсене суйлас тата пухас ĕç пырать.

Чăваш Енре пулнă юлашки кун Вячеслав Никонов Раççей Президенчĕн курсне ырлакан Обществăлла штаб ĕçне хутшăннă, унта вăл хĕрỹ кăмăлпа тата тарăн шухăшлă чĕнỹпе тухса калаçнă. Аса илтеретпĕр, Вячеслав Алексеевич Никонов регион ушкăнĕнчи "Единая Россия" парти списокне, унта Чăваш Республики те кĕрет, ертсе пырать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика