02 сентября 2016 г.
Августăн 31-мĕшĕ тĕлне районта вырма ĕçĕсене 98,9 процент пурнăçланă. Пĕтĕмпе ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсем 10 433 тонна тыр-пул пухса илнĕ. Унăн тухăçĕ вăтамран районĕпе 23, 1 центнерпа танлашнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырассине чылай çĕрте вĕçленĕ, çĕр ĕçченĕсем тыр-пула вăхăтра тата тăкаксăр пухса кĕртнĕ. "Коминтерн" ЯХПК 4280 тонна тĕштырă вырса илнĕ, "Нива" 2160 тонна, Н.И.Лисаев фермер - 1400 тонна, "Свобода" - 1014 тонна, В.А.Никитин - 70 тонна, В.А.Комаров - 120 тонна, Н.Ю. Кряжин - 70 тонна, "Серебряные ключи" - 800 тонна, "Авангард" - 60 тонна, В.В.Музяков - 10 тонна, Тибогайкин Ю.Е. - 99 тонна, "Аккозинское" - 210 тонна.
Вырмалли лаптăксем "Победа" ялхуçалăх предприятйĕнче кăна юлнă, унта тыр-пул пухса илес ĕçсене 72,8 процент пурнăçланă. Районти ултă хуçалăхра ("Коминтерн", "Нива, "Свобода", Н.И. Лисаев, В.А.Никитин, Д.Г.Кузнецов фермерсем) кĕраки ĕçĕсене йĕркеленĕ. Хальлĕхе палăртнин 68,8 процентне (1411 тонна тырă) акса хăварнă.
"Иккĕмĕш çăкăра" 15 гектар (71 процент) çинчен кăларнă, пĕтĕмпе 144 тонна пуçтарса илнĕ. Çĕрулми тухăçĕ 96,6 центнерпа танлашнă.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"