02 сентября 2016 г.
Паянхи Енкĕлт ялĕ район центрĕ-пе юнашар, Шупашкарпа, Етĕрнепе, Çĕмĕрлепе çыхăнтаракан çул хĕрринче, çырма-çатраллă вырăнта ларать.
Ламран лама куçса пынă асаилỹсем Енкĕлт ялĕ авалах пуçланса кайнине çирĕплетеççĕ. Çакна тĕпчевçĕсемпе таврапĕлỹçĕсем документсем çинче кăтартса хăварнă. Ку тăрăха çынсем Атăл тăрăхĕнчи Хусан ханствин патшалăхĕ пулнă вăхăтра куçса килнĕ тесе çырнă. Кун пирки 1595 çулта çырăннă Чăваш Республикин наукăпа тĕпчев институчĕн архив хучĕсенче асăнни пур (ЧНИИ, 0:1, ед. хр. 609, фонд Элле К.В.).
Авалхи çынсем каласа хăварнă тăрăх, пĕрремĕш хут Енкĕлт таврашне малтанхи йăхсем 1540 çулсенче килсе Катник юханшыв хĕррипе вырнаçнă. Архив докуменчĕсем тăрăх, 1640 çулта ку ялта Тимофеевсем, Прокопьевсем, Ивановсем, Семеновсем, Анисимовсем тата ыттисем пурăнни паллă. Çак çемьесен пахчисем хы- çĕнче Катник пĕчĕк юханшыв пуçланать, унта халĕ те "Чук-вар" ятлă тĕмеске пур. Çакăнта пĕрремĕш пурăнакансен киремечĕ пулнă. Ял çыннисем вăрман касса, йывăçсене кăкласа уй тунă, çуллен тыр-пул акса çитĕнтернĕ. Паянхи кун та çырма хĕррисенче, уйрăмах Катник тата Уревка юханшывĕсем хĕрринче, пысăк тымарсем тĕл пулаççĕ, вĕсем лайăх упранса юлнă.
Енкĕлт - Янгильдино. Ен - сăмах ĕлĕкех мĕн те пулин хĕррине, Гильди сăмахĕ вара вăтам ĕмĕрсенче алăстисен енне, тăрăхне пĕлтернĕ. Çавăнпа та авалхи хутсенче вырăссем Енгильдино тесе çырса хунă. Ял ячĕ пирки халăхра тепĕр халап та çỹрет.
Халăх академикĕ И.Я.Данилов "Красночетайский край" кĕнекинче кунта Янгилей ятлă тутар пурăнни, ун патĕнче чылай чăваш тарçăра ĕçлесе пурăнни çинчен çырнă. Сăмах май, Янгильдино ятлă ялсем республикăра татах та пур. Вĕсем Куславкка, Шупашкар районĕсенче вырнаçнă, пĕри тутар, тепри чăваш ялĕсем шутланаççĕ.
Ăсчахсемпе тĕпчевçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, вырăссем Хусан патшалăхне илсен чăвашсем те çĕр ĕçĕпе пĕрлех тимĕрсемпе аппаланма тытăннă. Çавна май Енкĕлтре те тимĕрç лаççисем çĕкленсе ларнă. Вĕсене тума вырăнĕ те меллĕ пулнă. Çырмасенче шăнкăртатса çăлкуç шывĕ юхнă. Унта вĕсене ялти çынсем лартса ỹстернĕ ватă йăмрасем темĕнле шăрăхра та типсе ларма паман. Тимĕрç лаççи çумĕнче тỹремрех вырăнта çĕр лаптăкĕ, карлăк, стан, каткасем тата ытти кирли пулнă. Ялти тимĕрçĕсем кунта лашасене таканланă, урапасене кăшăлланă, çуна тупанĕсене тимĕр шина çапнă, сухапуç тимĕрĕсене тата халăх валли кирлĕ ытти хатĕрсене ăсталанă. Кунтах Хĕрлĕ Чутайри тата таврари чиркỹсем валли тимĕр хĕрессемпе ытти япаласене те тунă. Ялти çынсем малтанхи ăста тимĕрçĕсене Майоров-Черемисовсене, Лапаевсене манмаççĕ, асрах тытаççĕ.
1859 çулхи халăх çыравĕн кăтартăвĕсемпе ялта 41 кил шутланнă, унта 150 арçынпа 158 хĕрарăм пурăннă. 1897 çулта вара 89 килте 268 арçын, 283 хĕрарăм, 2 тимĕрç лаççи, 7 çил арманĕ, 1 шыв арманĕ пулнă. Пурăна киле яла ỹссе аталанма Хĕрлĕ Чутайпа Кăрмăш инçех марри те пулăшнă. 18-20-мĕш ĕмĕрсенче кунти çынсем хăй вăхăтĕнче Раççей патшалăхĕнче пулса иртнĕ тĕрлĕ пулăмсенчен аякра тăманнине, вĕсене хутшăннине пĕр иккĕленмесĕр палăртма пулать. Енкĕлтсем Степан Разин, Емельян Пугачев ертсе пынă хресченсен вăрçисене, 1919 çулта Кăрмăшри пуянсен пăлхавне путарма та хутшăннă. Вĕсем çинчен архив докуменчĕсенче те çырса кăтартнă. Паянхи кун та Енкĕлт-Ишеккасси-Урикасси ялĕсен çĕр чиккинче "Олтхыр" уçланкă пур. Е.И.Пугачев пăлхавĕ пынă вăхăтра ял çывăхĕнчи юханшыв хĕрринче правительство çарĕн суранланнă майорĕ вырнаçнă-мĕн. Восстание путлантарнă хыççăн вăл çарпа пĕрле кайнă. Анчах та темиçе çемье кунта вырнаçса юлнă, вăл шутра Тимофеевсем те, вĕсем хăйсем хыççăн Майоровсене хăварнă. Вĕсем пурăннă урама вара "Хутор" ят панă. Çак урам 1900-1935-мĕш çулсенче пĕтĕмпех тулса çитнĕ. Тепĕр хĕвелтухăç урамĕ те хресченсен пăлханăвĕ вăхăтĕнче йĕркеленсе кайнă. Унта та юханшыв хĕрринчи пĕр пĕчĕк ту çинче пĕр кăркăс вырнаçнă, чăвашсем ăна "каркас" тесе чĕннĕ. Çак урама каярахпа 1929 çулта ялти шкула тунă Я.Г.Храмов ятне панă. Патша правительстви халăхсен кун-çулне çăмăллатас тесе тивĕçлĕ ĕçсем тума пултарайман. 19 ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче крепостла правăна пăрахăçланă, хресчен реформине йышăннă хыççăн та ял çынни йывăрлăхран тухайман. Вĕсенчен тĕрлĕ налук, оброк, вырăнти влаçри çынсене тытса тăма, салтак укçи, земствошăн тата ыттине те пуçтарма пăрахман. Çавна май ытти ялсенчи пекех Енкĕлтре те пăтрану пулкаланă.
Аслă Октябрьти революци хыççăн кăна пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Ялти шкул уçăлсан хутла пĕлекенсен шучĕ самаях ỹснĕ. 1929 çулта ял çыннисем пĕрлешсе "Красный маяк" ятлă колхоз йĕркеленĕ. Кунта колхоза кĕме ыйтса çыракансем чылай пулнă, халăх ăмăртса ĕçленĕ, çĕнĕ пурнăç вĕресе кăна тăнă. Пĕрремĕш колхоз тата ял Канашĕн председателĕсем пулма М.М.Иванова тата С.С.Михуткина шаннă. Кайран тĕрлĕ çулсенче З.И.Борисов, И.Н. Андреев. А.И.Решетников, Е.И.Баринов тата ыттисем те пулнă. Вĕсем питĕ йывăр тапхăра пăхмасăр хăйсенчен мĕн кирлине пĕтĕмпех тунă, хуçалăхпа ял Канашне ăнăçлă ертсе пынă. 1960-мĕш çулсенче ялти колхоз "Октябрь" совхозпа пĕрлешнĕ, каярахпа, районта выльăх-чĕр-лĕх комплексĕсем тума тытăнсан, "Сура" совхоза кĕнĕ.
Енкĕлт ялĕн сăн-сăпачĕ çулран-çул улшăнса пычĕ. Паян унта виçĕ урам шутланать, килсенче çутçанталăк газĕ çунать. Хутор тата Тĕп урамсенчи çулсене сакăр çул каялла асфальт сарнă. Ялта таса чунлă та ĕçчен, пултаруллă та пуçаруллă çынсем чылай пурăнаççĕ. Çичĕ çул каялла Культура çуртĕн-че историпе таврапĕлỹ музейне уçрĕç. Музей астăвăм залĕпе пуçланать. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан Тăван çĕршыва хỹтĕлеме ялтан 213 çын тухса кайнă, 59-шĕ çапăçу хирĕнче пуçĕсене хунă. Музейри материалсем тăрăх ял историйĕпе çыннисем пирки нумай интереслине пĕлме пулать. Кунтах Михаил Федорович Михуткин хастар летчик çинчен калани пур. Ăна Çар училищине пĕтерсен Ржев хулинчи авиаци чаçне янă. Михаил Михуткин çапăçăва хутшăнса нимĕçсен самолечĕсене чылай тĕп тунă. Çак летчик сывлăшра вĕçнĕ чухне нимĕç летчикĕ-сен наушникĕнче час-часах: "В воздухе Михайло!" - тени янăранă. Вĕсем унран питĕ хăранă. Михаил Федорович икĕ орденпа пилĕк медаль илме тивĕçнĕ. Ăна Совет Союзĕн Геройĕн ятне пама хатĕр пулнă, анчах та документсем çухалнă пирки пирĕн ентеш герой ятне илеймен.
Музейра районти пĕрремĕш тракто-ристка Ольга Андреевна Михуткина тата ытти ĕçпе хисепе тухнă çынсем çинчен пĕлме пулать.
Паян ялта 214 кил хуçалăхĕ, 349 çын пурăнать. Иртнĕ çул ялта пилĕк ача çуралнă, çичĕ мăшăр пĕрлешнĕ. Ĕçчен те туслă, çирĕп çемьесем çĕнĕрен те çĕнĕ капмар çуртсем çĕклеççĕ. Хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх чылай ус-раççĕ, сад-пахча тытаççĕ.
Валерий РОМАНОВ, районти таврапĕлỹçĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"