02 сентября 2016 г.
Хăйсен ĕçне те хисеплемен педагогсем ачасене мĕне вĕрентĕç? Ĕнер вĕренỹ çулĕ пуçланчĕ. Пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ, районти шкулсем каллех ачасен хаваслă сассисемпе тулчĕç. Пирĕн вĕрентекенсем пирĕн ачасен чунĕсене "ас-хакăл, ырăлăх, ĕмĕрхи хаклăхсене акас" ĕçе пуçăнчĕç. Унччен вара, шăпах эрне каялла, районти вĕрентекенсем йăлана кĕнĕ августри педконференцие пухăнчĕç. Унта вĕсем иртнĕ вĕренỹ çулне мĕнлерех кăтартусемпе вĕçленине тишкерчĕç, тĕллевсем па-лăртрĕç.
Çурма пушă залта
Районти Культура çуртĕнче иртрĕ педконференци. Унта кĕрсе тăрсассăнах кăçал педагогсем питĕ сахаллăн пуçтарăннине асăрхарăм. Ытти çулсенче, пĕлтĕр те, виçĕмçул та, зал тулли пулнине астăватăп. Çакна эпĕ ун чух тунă сăнỹкерчĕксем те çирĕплетсе параççĕ. "Кăçал педконференцие пурин те килмесен те юранă-ши?" _ шухăшларăм эпĕ тĕлĕнсе. Çук иккен, пурин те килмелле пулнă. Апла-тăк мĕншĕн килмен? Районти вĕренỹ тытăмĕнче пурĕ 449 çын ĕçлет, вĕсенчен 232-шĕ педагогика ĕçченĕсем пулсан, мĕншĕн залта 160-170 çынтан ытла марччĕ?
Хальхи вăхăтра районти вĕренỹ тытăмĕнче пурĕ 232 педагог ĕçлет, вĕсенчен - 146 учитель, 55 воспитатель, хушма вĕрентĕвĕн 17 вĕрентекенĕ.
Ман шутпа, çулсерен августра иртекен конференци вăл - педагогсем пĕр-пĕрне вырăна хурса, хăйсен ĕçне хисеплесе, çитĕнекен ăрăвăн пуласлăхĕ çинчен шухăшласа тĕл пулмалли сăлтав. Кунта курăмлă ĕçленĕ педагогсене тĕрлĕ шайри наградăсем параççĕ - апла-тăк пурин те пĕрле пухăнса ĕçтешсемшĕн чунтан савăнмалла. Кунта иртнĕ вĕренỹ çулĕнче мĕнле лайăх кăтартусем пулнине палăртаççĕ - апла-тăк, ĕçтешсем тухса калаçнине итлесе лайăххине ăша хывмалла. Кунта çитменлĕхсене, вĕсене пĕтерес тесен мĕн тумаллине сỹтсе яваççĕ - апла-тăк вĕрентекенĕн татса памалли ыйтусене палăртмалла, хăйĕн умне çĕнĕ тĕллевсем лартмалла.
Енчен те педагог районти вĕрентекенсен анлă пухăвне те килме вăхăт тупайман-тăк, вăл ачасене мĕне вĕрентĕ? Хăйне, хăйĕн ĕçне, ĕçтешĕсене хисеплемен çын çитĕнекен ăрăва мĕнле тĕслĕх кăтартать? Ахальтен каламаççĕ пулĕ ĕнтĕ "пĕтĕмпех учительтен пуçланать" тесе. Астăвасса, пĕр вунă çул каялла педагогика конференцийĕ икĕ куна тăсăлатчĕ, учительсем çак куна ятарласа хатĕрленетчĕç, вăл пысăк уяв евĕр иртетчĕ...
Сăмах май, конференцие килнисенчен чылайăшĕ хыçалти ретсене кайса ларнăччĕ. Кунтан, паллах, сцена çинче мĕн пулса иртни анлăрах курăнать, çапах та малти ретсенче те пушă вырăнсем туллиех чухне мĕншĕн хыçала лармалла? Вăтаннипе-ши, ытлашши сăпайлă пулнăран-ши? Е, хайхи, хăйсенчен килти ĕç ыйтассинчен хăранăран пытанса ларнă вĕренекенĕсем пек, такамран е темрен пытаннă-ши? Хыçалта ларма лайăхрах çав - сцена çинче доклад тунă хушăра унта сотовăй телефонпа калаçма та, кỹршĕпе пăшăл пăтти пĕçерме те, "вăрттăн" тухса тарма та пулать (çапла тунине хам куртăм).
Тен, кăçал педагогсен секцисем çине пайланса ĕçлессине конференцин анлă пухăвĕ умĕн туни те витĕм кỹчĕ? Эп пĕлессе, ирпе Хĕрлĕ Чутай шкулне пухăннă учительсене регистрациленĕ. Кам мĕнле предметпа вĕрентнине кура тĕрлĕ пỹлĕмсене пухăнса ĕçленĕ хыççăн Культура çуртне килнисене регистрацилемен те иккен. Çавăнпа сахаллăн пулчĕç те пуль учительсем. Йĕркелỹ енĕпе çирĕплĕх пулманни сисĕнет кунта. Темшĕн педагогика ĕçĕн ветеранĕсем те курăнмарĕç кăçал залта. Чĕнмен-ши, чĕнсе те килмен-ши? Пирĕн районта пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçе халалланă сумлă çынсем çук мар. Вĕсем хăйсене педконференцисене чĕнменнишĕн пăшăрханса калаçнине те илтме тỹр килет.
Çĕр балл тата "иккĕсем"
Юлашки çулсенче вырăнти вĕренỹ тытăмне хакланă май чи малтан ачасем патшалăх экзаменĕсене мĕнле тытнине, вĕсем тĕрлĕ олимпиадăсенче мĕнле кăтартусем тунине пăхаççĕ. 2015-2016 вĕренỹ çулĕн кăтартăвĕсене илсен, пирĕн районта пĕрремĕш хут патшалăх экзаменĕнче 100 балл пухакан пулчĕ. Ку, паллах, савăнтарать. Республика шайĕн-чи олимпиадăра виçĕ ача призерсен шутне кĕме пултарчĕ. Анчах та мĕнле предметсемпе? Физкультурăпа, ОБЖ-па, тĕнчен ỹнер культурипе.
Биологипе, химипе тата математикăпа вара олимпиадăсенче палăрнисем çук. Патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсем те пирĕн çак предметсемпе республикăринчен икĕ хут япăхрах.Тен, çакă районта аслă категориллĕ учительсен шучĕ республикăрипе танлаштарсан икĕ хут пĕчĕкрех пулнипе çыхăннă? Çак шухăша палăртнăччĕ кăçал çулла района килсе кайнă май республикăри вĕренỹ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова. Пĕлтĕр пирĕн районта математикăпа патшалăх экзамен-не тытайманран ултă выпускник алла аттестат илеймен. Турра шĕкĕр, кăçал кун пеккисем пулман. Кунта математикăпа экзаменсене тĕп тата профиль шайне пайласа тытнин витĕмĕ те пулчĕ пулĕ. Юрать-ха, алла аттестат илме профиль шайĕнчи экзамен кăтартăвĕсем кирлĕ мар, унсăрăн...
Пĕр сăмахпа каласан, ачасене экзаменсене хатĕр-лессипе çыхăннă чылай ыйту тухса тăрать, вĕсене татса парас тесен нумай тар тăкмалла. Вĕрентекенсен те, ачасен те, ашшĕ-амăшĕн те. Вĕрентекен ĕçĕ çăмăл мар. Ачасене вулама-çырма вĕрентнипе пĕрлех вĕсен темĕн чухлĕ хут çырмалла тата. Çакă ачасене паха пĕлỹ пама чылай чăрмантарать. Ку ыйтăва татса парас енĕпе пăр тапраннă-ха. Тата халĕ 2017 çулхи январьтен педагогсен çĕнĕ стандартсене пăхăнса ĕçлемелле пулать, ĕç укçи те учитель çав стандартсене епле пурнăçланинчен килĕ.
Куратпăр ĕнтĕ, педагогсен лăпланса лармалли çук. Çавăнпа та, çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕрсе пынă чух вĕсен хăйсен пуçаруллă пулмалла, аталанмалла. Унсăрăн районта вĕренỹ пахалăхĕ ỹсмĕ.
Малашне кам вĕрентĕ?
Пурте пĕлетпĕр, районти шкулсенче кадр ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Ачасене вĕрентекенсем хушшинче учитель-пенсионерсем ытларах та ытларах пулнине хăнăхрăмăр та ĕнтĕ. Паллах, вĕсен опычĕ пысăк. Анчах та вĕсем те юратнă ĕçĕпе сывпуллашас тесен малашне шкулта кам ĕçлĕ?
Çавăнпа та пирĕн ачасене çамрăк педагогсем кирли каламасăрах паллă. Çакна педконференцире вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев та палăртрĕ.
Направленине илсен те çамрăк вĕрентекенсем каялла района таврăнни курăнсах каймасть-ха темшĕн. Тен, вĕсене пурлăх тĕлĕшĕнчен ытларах хавхалантармалла? Вăт çапларах шухăшсем çуралчĕç манăн кăçалхи педконференцире пулнă хыççăн, çакăн пек пĕтĕмлетỹсем турăм эпĕ ĕлĕкренпех чи хисеплисенчен пĕри пулнă профессие суйласа илнисен анлă пухăвĕнче. Пур, пурах пирĕн районта шалу мĕнле пулнине, ытти йывăрлăхсене пăхмасăр ачасене вĕрентес ĕçе чунĕсене панă чăн-чăн педагогсем. Вĕсен шучĕ сахалланса ан пытăр çеç, пачах урăхла, ỹстĕр. Йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса малашлăха çирĕп-пĕн утăмлассине вара районти вĕрентỹ тытăмне хăйĕн аллине илнĕ Игорь Живоев куçран вĕçертмессе чунтанах шанас килет. Вăл малтанхи ертỹçĕсен опычĕ çине таянса çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пынăран, тĕллевсене пурнăçланăран районти вĕренỹ тытăмĕнче ырă улшăнусем çеç пулсан тем пекехчĕ.
Алина КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"