АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăваттăмĕшсен пĕлỹ шайĕ пысăк

02 сентября 2016 г.

Асăннă тĕрĕслеве ачасен пĕлỹ шайне тĕрĕс хак парас, вĕсене вĕрентессин хавшакрах енĕсене тупса палăртас тесе ирттереççĕ. Унăн кăтартăвĕ-сене кура пуçламăш классенче ачасене вĕрентмелли методика пахалăхне лайăхлатаççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче пирĕн районти шкулсенче 4-мĕш классенче вĕренннĕ ачасен кăтартăвĕсем тĕрĕслев ирттернĕ пур предметсемпе те республикăри вăтам кăтартуран пысăкрах пулнă: вырăс чĕлхипе 96,6 процент (республикăра - 95,7), математикăпа 98,3 процент (97,2), тăван тавралăхпа 99,15 процент (республикăра - 98,4). Математикăпа "5" тата "4" илнисем районта 86 процент, вырăс чĕлхипе - 85, тăван тавралăхпа - 72 процент. Тĕрĕслев ĕçĕсем çĕршыври пур шкул валли те - мĕнле учебниксемпе тата мĕнле чĕлхепе вĕреннине пăхмасăр - пĕр йышшиех пулнине шута илсен, пирĕн кăтартусем лайăх темелле. Çапах та пирĕн вĕренте-кенсем мĕн тунипех çырлахса ларасшăн мар, пуçламăш клас-сене вĕрентес ĕçĕн пахалăхне ỹстерес тесе малалла тăрăшса ĕçлесшĕн.

А.САВЕЛЬЕВА, вĕренỹ пайĕн Диагностикăпа консультаци центрĕн заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика