09 сентября 2016 г.
Сентябрĕн 6-мĕшĕнче иртнĕ прессăн спорт фестивальне хутшăннă кашни çынна чун-чĕререн тав тăватăп. Çирĕп сывлăхлă пулăр, яланах сирĕнпе юнашар телей, ăнăçу çỹреччĕр.
- Çавăн пекех район пуçлăхне А.Ю.Степанова, райадминистраци пуçлăхне А.В.Башкирова, райадминистрацин вĕренỹ пайĕн физкультурăпа спорт, çамрăксен политикин секторĕн заведующине А.М.Никитина (çиччĕмĕш çул ĕнтĕ фестивале ирттерес тесе вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнăшăн), Мăн Этменпе Питĕркасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене Т.В.Артемьевапа В.Г.Михуткина, районти тĕп врача И.В.Игнатьева (хăйсем те ăмăртусене хутшăннăшăн тата команда йĕркелесе тăратнăшăн), район прокурорне В.В.Шоркина, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕпе А.В.Ярабаевапа пай начальникĕсене В.В.Храмова, А.Н.Самсонова, "Çын тата çутçанталăк" музей директорне Е.И.Чемалинована, "Пилеш" ача сачĕн заведующине Т.А.Карпована, "Хастар" ФСК директорне В.В.Дадюкова, Мăн Этмен шкул директорне А.М.Ейкова, райпо, Ачкасси, Кив Атикасси ял тăрăхĕсен, "Пилеш", "Хĕвел" ача сачĕсен ĕçченĕсен, полици уйрăмĕн командисене, Хусанушкăнь (Л.Г.Кузнецована), Кив Атикасси (Л.И.Ионована) ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, халăха ĕçпе тивĕç-терекен центр директорне Ю.А.Николаева, фестивале хутшăннă райадминистрацин мĕнпур ĕçченне, районти учительсене, меди-цина ĕçченĕсене, тренерсене, шкул ачисене тата ыттисене те тав тăватăп.
- Спорта юратакан çемьесене уйрăммăн чун-чĕререн тав тăватăп. Ăшă сăмахсене Çĕн Атикассинчи Алексеевсем, Калкассинчи Алексеевсем, Кỹпешри Логиновсем тивĕç. - Юлашкинчен çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатăп, малашне те пурин те асăннă фестивале хутшăнма вăхăт тата кăмăл пултăр.
Алина ОРИНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"