09 сентября 2016 г.
Ыйтăм кăтартăвĕсем тăрăх - республикăра пурăнакансен пысăкрах йышĕ "Единая Россия" майлă Суйлавччен шутлă кунсем çеç юлчĕç, социологсем вара хăйсен эксперт хаклавĕпе паллаштараççĕ, çĕршыври тĕп политика пулăмĕн кăтартăвĕсем тĕлĕшпе прогнозсем тăваççĕ те ĕнтĕ. Эрне пуçламăшĕнче "Левада-Центр" пĕтĕм çĕршывĕпе ирттернĕ тĕпчев кăтартăвĕсене пичетленĕ. Хăш вăйсем майли пирки Раççейре пурăнакан 1600 çын пĕлтернĕ.
Унчченхи пекех суйлавçăсен енчен "Единая Россия" партин шанăç пысăк. Ыйтăма хутшăннисен 50 проценчĕ уншăн сасăлама хатĕр. Ун хыççăн - КПРФ, ЛДПР, "Справедливая Россия". Чăваш Енре тĕп политика вăйĕсен шайлашăвĕ кăшт урăхларах.
Социологсен никама пăхăнман "Социс" организацийĕ август уйăхĕн 20-30-мĕшĕсенче хăйĕн социологи тĕпчевне ирттернĕ, ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне халалланă. Тĕпчеве 7700 çынна явăçтарнă.
Мĕнпур респондента çак ыйтăва панă: "Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ паян иртнĕ-тĕк - эсир хăш партишĕн сасăланă пулăттăр?" Çынсен 55 проценчĕ "Единая Россия" майлă каланă, иккĕмĕш вырăнта - "Справедливая Россия" парти, унтан коммунистсем тата ЛДПР.
Респондентсен 16 проценчĕ камшăн сасăласси пирки татса калайман. - "Единая Россия" лидер пулнинчен нимĕн тĕлĕнмелли те çук, - тет республикăри социологсен "Социс" общество организацийĕн директорĕ Дмит-рий Борцов. Пĕрремĕшĕнчен, çакă Владимир Путин пысăк ят-сумĕпе сăлтавланнă. Унсăр пуçне халăх партие çĕршыв пурнăçĕнчи тăнăçлăхпа, ырă улшăнусемпе çыхăнтарать.
Специалистсем палăртнă тăрăх - ыйтăм кăтартăвĕсем суйлав пĕтĕмлетĕвĕсемпе шăп та лăп тỹр килĕç теме иртерех. Дмитрий Борцов шучĕпе - суйлав кампанийĕ çивĕч тапхăра кĕчĕ, çавна май хăш-пĕр цифра улшăнĕ, çапах лидерăн - "Единая Россия" партин - позицийĕсем улшăнмасăр юлĕç.
Источник: "Пирěн пурнăç"