14 сентября 2016 г.
Иртнĕ эрнере, сентябрĕн 6-мĕшĕнче, республикăра ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова пулнăччĕ, тĕп хуламăрти 1-мĕш больницăн пĕтĕмĕшле практика (çемье) врачĕн 2-мĕш уйрăмне тата ача-пăчан 3-мĕш больницин поликлиникине савăнăçлă майпа уçнă çĕре хутшăннăччĕ.
Ĕнер вара республикăра Раççей Федерацийĕн вĕренỹ министрĕ Ольга Васильева пулчĕ. Вăл республикăри педагогсемпе тĕл пулчĕ, ытти ыйтусемпе танах ял учителĕн ыйтăвĕсене татса пама тăрăшрĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"