14 сентября 2016 г.
Пурăннă пулсан ыран, сентябрĕн 15-мĕшĕнче, паллă журналист, прозаик, публицист Александр Угольников 75 çул тултармаллаччĕ.
Александр Артемьевич Угольников 1941 çулта Тихăнушкăнь ялĕнче çуралнă. Тăван ялĕнчи пуçламăш, Хурашашри çичĕ класлă, Штанашри вăтам шкулсенчен ăнăçлă вĕренсе тухнă, 1962-1965 çулсенче Мускаври энергетика институчĕн филиалĕнче, 1976-1981 çулсенче Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтĕнче ăс пухнă. Тĕрлĕ çулсенче Хусанушкăнчи, Туктамăшри, Хурашашри шкулсенче учительте ĕçленĕ.
1974 çулта Александр Угольников район хаçачĕн литература сотрудникĕнче ĕçлеме тытăннă. Ял пурнăçне аван пĕлекен пултаруллă çынна часах асăрханă, ăна парти райкомĕн ялхуçалăх уйрăмĕн инструкторĕ пулма шаннă. Çав вăхăтрах вăл районти радиовещание те ертсе пынă. Каярахпа район хаçатĕнче ялхуçалăх уйрăмĕн заведующийĕнче тимленĕ. Унăн материалĕсем районта кăна мар, республикăра та пичетленнĕ.
Александр Артемьевич тĕрлĕ çулсенче "Капкăн", "Ялав" журналсемпе тачă çыхăну тытнă, корреспондент пулнă. Çырас ăсталăхĕ çулран-çул ỹссе пынă май вăл очерк-фельетон кăна мар, калав-повесть те çырнă. Унăн "Улмуççипе улмисем" (1984), "Упăшка юлташĕсем" (1986), "Шур тỹмеллĕ хура купăс" (1989), "Вăрçа манма юрамасть" (1991), "Хĕрсем - ахăр самана сухаçисем" ятлă кĕнекисем кун çути курнă. Пултарулăхне кура Александр Угольников СССР журналисчĕсен Союзĕн, Раççей Федерацийĕн писательсен Союзĕн членĕ пулнă.
Пултаруллă çыравçă Хĕрлĕ Чутайра пурăннă. Тăван халăха тĕрлĕ жанрлă хайлавсем татах парнеленĕ пулĕччĕ, анчах унăн ĕмĕрĕ кĕске пулнă. Александр Угольниковăн чĕри 1998 çулхи июль уйăхĕн 2-мĕшĕнче тапма чарăннă.
Светлана ЯРУТКИНА, Сĕнтĕкçырми ялĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"