16 сентября 2016 г.
Кăçалхи вĕренỹ çулне эпир хăш-пĕр çĕнĕлĕхсемпе кĕтĕмĕр, вĕсенчен пĕри - Раççей вĕренỹ тытăмне Ольга Васильева çĕнĕ министр аллине пани. Палăртмалла, çак кунсенче республикăри вĕренỹ тытăмне ертсе пыракан та паллă пулчĕ - Юрий Исаев. Министр пуканне йышăниччен вăл Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн ректорĕ пулнă.
РФ вĕренỹ министрĕ Ольга Васильева хăйĕн ĕçĕнче чи малтан мĕне тимлĕх уйăрмаллине çапла палăртнă: учительсен социаллă лару-тăрăвĕ, шкула воспитани тавăрасси, профориентаци вăйне çирĕплетесси - уйрăмах аслă классенче. Çакăн пирки вăл сентябрĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта иртнĕ ял учителĕсен съездĕнче те каланă.
Палăртмалла, съездра сăмах учительсене тĕрлĕ отчетсем валли пĕр купа хут çырассинчен хăтарасси пирки те пынă. Вĕсен малашне программăна, класс журналне тата ачасен дневникне тимлĕх уйăрмалла пулать. Асаилтеретпĕр, халĕ учительсем йăлана кĕнĕ журналсемпе танах электронлă журналсене те тултараççĕ. Ерипен хут журналсемпе усă курма пăрахĕç.
Унпа пĕрлех Раççей министрне пуçламăш классенче вĕрентме учебниксем ытлашшипех нумай пулни çырлахтармасть. Пуçламăш классенче вĕрентỹ программин пахалăхне ытларах тимлĕх уйăрмалла тесе шутлать Ольга Васильева.
Çавăн пекех çĕнĕ министр ачасене уроксем хыççăн патшалăх экзаменне тытма хăнăхтарассине хирĕç. Унăн шучĕпе, ачасене ахаль те 1-мĕш класран пуçласах ППЭ тытма хăнăхтарса пыраççĕ. Шкул ачисен уроксем хыççăнхи вăхăтне вара класс сехечĕсем ирттерме, ветерансемпе тĕл пулма, похода кайма уйăрмалла тесе шутлать министр.
Ачасем вăхăта ытларах ашшĕ-амăшĕпе ирттерччĕр тесе пур шкула та ерипен пилĕк кун вĕренмелли йĕрке çине куçарасшăн. "Ку 10-11-мĕш классене пырса тивмест", - палăртать министр. Çавăн пекех, РФ вĕренỹ министерствин планĕсем тăрăх, 2025 çул тĕлне çĕршывра иккĕмĕш сменăпа вĕрентекен шкулсем юлмалла мар.
Шкулсенче ĕç тата профориентаци пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнма пуçлĕç. Паянхи выпускниксенчен чылайăшĕ ăçта вĕренме кĕмеллине палăртса хуман. Вĕсенчен ытларахăшĕ алла диплом илсен ăçта ĕçлесси пирки пĕлмест. Шкул пĕтерекенсен пуласлăхне уçăмлăрах тăвас тесе çитес вĕренỹ çулĕнчен шкулсенче обществăлла усăллă ĕç (общественно полезный труд) урокĕсем пулĕç. Тỹрех пур шкулта мар, анчах пулаççех. Профориентаци витĕмĕ те пысăк пулмалла тесе шухăшлать Ольга Васильева.
Икĕ çул каялла шкулсене сочинени таврăнчĕ. Хальлĕхе, аттестатлă пулас тесен, сочиненишĕн "зачет" кăна илмелле. Анчах та çитес вăхăтрах 11-мĕш класра вĕренекенсем сочиненишĕн оценка илме пуçлĕç. Унсăр пуçне министр малашне литературăпа вырăс чĕлхине пысăк тимлĕх уйăрасси пирки калать. Çак предметсемпе сăмахпа каламалли экзаменсем кирлине палăртать.
Кăçал 11-мĕш класра вĕренекенсен çак темăсене тĕпе хурса вырăс чĕлхипе сочинени çырмалла пулать:
- "Ăс-тăн тата туйăмсем" ("Разум и чувства");
- "Чыс тата чыссăрлăх" ("Честь и бесчестие");
- "Çĕнтерỹ тата парăнни" ("Победа и поражение");
- "Туслăх тата тăшманлăх" ("Дружба и вражда").
2016 çулхи çĕнĕлĕхсем шутне вара çаксене кĕртмелле:
- Хевтесĕр ачасем валли вĕренỹ стандарчĕ пурнăçа кĕнĕ, халĕ вĕсемпе пур учитель те ĕçлеме хатĕр.
- Биологипе, химипе патшалăх экзаменĕсенче хуравне суйласа илмелли ыйтусем пулмаççĕ, вырăс чĕлхипе сăмахпа каламалли пайĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ.
- 9-мĕш класс пĕтерекенсен экзамен тăватă предметпа пулĕ - вырăс чĕлхипе тата математикăпа пурин те тытмалла, тепĕр иккĕшне суйласа илмелле. Пĕрремĕш хут тăххăрмĕшсем вырăс чĕлхипе тата литературăпа сăмахпа каласа экзамен тытĕç.
- Пилотлă проектпа килĕшỹллĕн 4-мĕш тата 9-мĕш классен пĕлỹ шайне тĕрĕслĕç.
- Ахаль шкулсенче ача çурчĕсенчи ачасем вĕренĕç.
Алина КАРПОВА хатĕрленĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"