16 сентября 2016 г.
Пирĕн кадетсем Анапăри ăмăртусене хутшăнĕç
Чăваш Республикин Вĕренỹ министерстви тата Патшалăхăн "Юность России" физкультурăпа спорт общество пĕрлешĕвĕн республикăри уйрăмĕ 2015-2016 вĕренỹ çулĕн-че шкул ачисем хушшинче вăй-хал хатĕрленĕвĕн смотрне ирттернĕ. Смотра республикăри 137 шкул хутшăннă. Асăннă тĕрĕслевре пурне те хыçала хăварса Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн кадет класĕ çĕнтернĕ. Çапла майпа пирĕн кадетсем сентябрь уйăхĕнче Анапăра иртекен Раççей шайĕнчи смотра хутшăнмалли ирĕке çĕнсе илнĕ.
Вĕренỹ çулĕ пуçланнăранпах кадетсем пысăк шайри ăмăртусене хатĕрленчĕç, сентябрĕн 17-мĕшĕнче вунă яшпа икĕ хĕрача Анапăна тухса кайĕç. Хальччен тĕрлĕ шайри ăмăртусенче палăрнăскерсем, ку хутĕнче те вĕсем хăйсене лайăх енчен çеç кăтартса парасса шанатпăр эпир.
Пирĕн район кадечĕсем чăннипех ырă сăмаха кăна тивĕç. Ахальтен мар пулĕ июль уйăхĕнче пирĕн пата килсен республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Маловпа Валерий Павлов кадетсемпе çавра сĕтел хушшинче тĕл пулса калаçрĕç, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.
Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова хĕрлĕ-чутайсем кадет класне йĕркелесе тĕрĕс тунине, çапла майпа пĕтĕм çĕршыври юхăмпа пĕр танă пынине палăртрĕ.
Республика тата Раççей шайĕнчи тĕрлĕ конкурссемпе ăмăртусенче пĕрре кăна мар çĕнтернĕ кадетсемпе вĕсене йĕркелесе-ертсе пыракан педагога, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне Эдуард Романова сумлă çитĕнỹсемшĕн мухтанă май Михаил Игнатьев çапла каларĕ: "Эсир тăван район чысне кăна хỹтĕлеместĕр, республикăн ят-сумне те çĕклетĕр".
Республика ертỹçи кадет класĕнчи ачасен ыйтăвĕсене хуравларĕ, вĕсенчен чылайăшĕ хăйсен малашлăхне çар профессийĕсемпе çыхăнтарасса шаннине каларĕ. Кадетсен вĕрентекенĕсене тата ашшĕ-амăшне ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕшĕн тав турĕ.
А.КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"