АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкеке асăрхаттарма çăмăлрах

16 сентября 2016 г.

Сентябрĕн 14-мĕшĕнче ирхи 6 сехет те 5 минутра районти пушар чаçне Трапай ялĕнче йывăç çурт çунни пирки пĕлтернĕ. Пушарта 1931 çулта çуралнă арçын пурнăçĕ татăлнă. Малтанласа шутланă тăрăх, пушар çутнă электроплиткăна урайне лартнăран тухнă

. Хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланчĕ тесен те юрать. Апла пулсан çынсен тимлĕхе ỹстермелле, кăмакасемпе усă куриччен вĕсен юсавлăхне тепĕр хутчен тĕрĕслемелле.

Хисеплĕ район çыннисем, кăмакасемпе усă курнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине тепĕр хутчен аса илтеретпĕр:

- кăмакасемпе хутса ăшăтмалли ытти хатĕрсене хăвăрт хыпса илме пултаракан конструкцисенчен аяккарах вырнаçтармалла, кăмака умĕнче тимĕр листи е çунман материалтан тунă япала пулмалла;

- хутмалли тапхăр пуçланиччен кăмакасемпе хутса ăшăтмалли ытти хатĕрсене тĕрĕслемелле, юсамалла, юсавсăррисемпе усă курмалла мар;

- тĕтĕм пăрăхĕсене хутмалли тапхăр умĕн тата икĕ уйăхра сахалтан та пĕр хутчен тасатмалла, тăтăшах хутнă чухне - кашни уйăхра;

- чартак çинчи тĕтĕм пăрăхĕсене тата стенасене шуратмалла;

- кăмакаран кăларнă кĕлпе шлака ятарласа уйăрнă вырăна хумалла, шывпа сапмалла;

- кăмака çумне çунма пултаракан материалсем (вут-шанкă...) хума юрамасть;

- хутса янă кăмакана тимлĕхсĕр хăварма юрамасть, çак ĕçе ачасене шанма кирлĕ мар.

Пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнăр! Ан манăр: пушара сỹнтериччен асăрхаттарма çăмăлрах.

Алексей ЯРАБАЕВ, районти пушар асăрхав пайĕн аслă инспекторĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика